14 марта 2009 г.
Кашни çулах Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче “Наука. Творчество. Развитие” наукăпа практика конференцийĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ _ ачасен творчество пуçарулăхне аталантарма пулăшасси, вĕсене тĕпчев тата шырав ĕçĕсене явăçтарасси, талантлă çамрăксем тупса палăртасси. Конференцие темиçе турпа йĕркеленĕ. Унта хамăр республикăри тата ун тулашĕнчи ачасем 411 ĕç тăратнă. Чи малтанах шкулти, унтан район шайĕнчи чи лайăх ĕçсене палăртнă. Чи лайăххисене республикăна ярса панă. Çак конференцие Кушкă шкулĕнчи Николай Мышкин (3-мĕш класс), Роберт Портнов (8-мĕш класс), Света Зайцева (10-мĕш класс) хутшăнма тивĕçнĕ. Куçăмлă тура вара С.Зайцеван ĕçĕ тухнă. Медицина секцийĕнче вăл хăйĕн ĕçне комисси умĕнче хỹтĕленĕ, “Время выбрало нас” номинацире çĕнтерсе диплома тивĕçнĕ. Кунта, паллах, Елена Васильевна Ягудина вĕрентекен тỹпи питĕ пысăк.