14 марта 2009 г.
Эпир, библиотека ĕçченĕсем, кашни вулакана хавас. Çĕнелнĕ, çутă та хăтлă вулавăш пỹлĕмĕсенче вĕсене кĕтсе илме татах та кăмăллă. Акă, паян Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 8-мĕш класра вĕренекенсем библиотекăра. Вĕсене эпĕ республика шайĕнче иртекен "Литературная Чувашия: самая читаемая книга года _ 2007" конкурс йĕркипе паллаштартăм. Паллах, çак çулта пичетленсе тухнă, библиотекăра пур кĕнекесене те тишкерсе тухрăмăр. Ачасене уйрăмах пирĕн ентешĕн, паллă этнопедагогăн Г.Н.Волковăн "Кил илемĕ" кĕнеки кăмăла кайрĕ. Ăсчахăн калавĕсем шухăша яраççĕ, ытарлăн ăс параççĕ, ватта хисеплеме вĕрентеççĕ. Библиотекăн час-часах килекен хăнисем сыв пуллашиччен илнĕ кĕнекесене тавăрчĕç, çĕннисене çыртарса илчĕç _ эппин, пирĕн туслă çыхăну татăлмастех. Кĕнеке тусĕсемшĕн вара библиотека алăкĕсем яланах уçă.