Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалист ячĕпе

14 марта 2009 г.

Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта спорт уявĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем Шуршу ялĕнче çуралса ỹснĕ, пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Юрий Львовпа Александр Афанасьев пулчĕç. Юрий Юлисович йĕлтĕрçĕсен чупăвне Афганистан Республикинчен Совет Çарĕсене илсе тухнăранпа 20 çул çитнине халалласа ирттерчĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй те воин-афганец. Юрий Юлисович 1965 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Шуршу ялĕнче çуралнă. 1972-1980 çулсенче Чăваш Тăрăмĕнчи тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн Канашри педагогика училищинче физкультура учителĕн дипломне алла илнĕ. Юрий ачаранах спорта юратнă, тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. 1983 çулта тĕреклĕ хул-çурăмлă, яштака кĕлеткеллĕ çамрăка салтака илеççĕ. Вăл Афганистана лекет, Кабул хулинче службăра тăрать. Темле йывăр пулсан та чăтнă чăваш каччи. Нумай çапăçусене хутшăнса вăл хăйĕн салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă, унăн кăкăрĕ çинче çакна çирĕплетсе медальсем йăлтăртатаççĕ. Хăй каласа панă тăрăх, спортпа туслă пулни ăна Афганистан çĕрĕнчен тĕрĕс-тĕкел таврăнма май панă. Халĕ вăл Канашра хăйĕн çемйипе пурăнать, 22-мĕш номерлĕ училищĕре преподаватель пулса ĕçлет. Унтан ачасене Александр Александрович саламларĕ. Вăл та Чăваш Тăрăм шкулĕнче вĕреннĕ чухнех спортра пысăк çитĕнỹсем тунă, лайăх вĕреннĕ. Халĕ те вăл йĕлтĕрпе чупать, Канаш хулинче ирттернĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупура 3-мĕш вырăн йышăннă. Килнĕ хăнасем ачасене лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма сĕнчĕç. Унтан вара тĕл пулăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Тулли кăмăлпа кĕçĕн классенчен пуçласа 9-мĕш класс таранах пурте йĕлтĕр çине тăчĕç. Сивĕ çанталăка пăхмасăр никам та спорт уявне хутшăнмасăр юлмарĕ. Пурин пичĕ çинче те йăл кулă, хавас кăмăл, финиша часрах çитес ĕмĕт хуçаланчĕ. Малтанах старта пĕчĕккисем тухрĕç. Çак ушкăнра хĕрỹ ăмăртура малти вырăнсене П.Колсанов, А.Макаров, В.Галкин йышăнчĕç. Хĕр ачасен ушкăнĕнче И.Кадирова, М.Королева, М.Волкова çĕнтерчĕç. 5-7 классен хушшинче 5-мĕш класра вĕренекен А.Алексеева пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вăл çак ушкăнри хĕр ачасенчен пĕрремĕш, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче А.Большаковăпа Н.Николаева пулчĕç. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен Ю.Кошкин, А.Кадиров, Д.Абрамов палăрчĕç. Аслă классенчи хĕр ачасен ушкăнĕнче чи маттуррисем _ О.Фомкина, А.Савинова, Д.Волкова. Арçын ачасен хушшинче тупăшу тата хĕрỹрех, çивĕчрех пычĕ. Анчах та 9-мĕш класра вĕренекен В.Краснова çитекен пулмарĕ. Ун хыççăн финиша П.Галкинпа А.Ермолаев çитрĕç. Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн Юрий Юлисовичпа Александр Александрович çĕнтерỹçĕсене медальсем, грамотăсем, парнесем парса чысларĕç. Шкул ачисем çав тери хĕпĕртерĕç. Вĕсем вăйĕсене тĕрĕслесе пăхрĕç, малалла тата та тăрăшарах вĕренме, спортра çитĕнỹсем тума сăмах пачĕç. Шкул директорĕ Г.Малова килнĕ хăнасене тав турĕ, вĕсене пурнăçра телей, çирĕп сывлăх, ĕçре пысăк çитĕнỹсем туса пыма сунчĕ. Юрий Юлисовичпа Александр Александрович çакăн пек ăмăртăва кашни çулах ирттерме шантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика