Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплететпĕр

14 марта 2009 г.

Федерацин "2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программа пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Çавна май хуласемпе ялсенче сывлăха çирĕплетме май паракан спорт площадкисемпе спорт керменĕсем уçăлсах пыраççĕ. Тĕслĕх вырăнне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкула хирĕç "Газпром _ ачасене" программăпа хута кайнă спорт площадкине асăнас килет. Кашни кунах кунта волейболла, футболла, баскетболла выляççĕ пирĕн вĕренекенсем. Сивĕ хĕллехи кунсенче те ача-пăча сасси янăраса çеç тăрать: хоккейла выляççĕ, йĕлтĕрпе чупаççĕ, конькипе ярăнаççĕ ачасем. Нарăс уйăхĕнче асăннă площадкăра хĕллехи спартакиада иртрĕ. Çак ăмăртăва пĕлтĕр пуçласа ятăмăр. Вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те хаваспах хутшăнчĕç унта, вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Кунран кун хăй патне илĕртет пире "сывлăх лаптăкĕ". Çавна май эпир, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, "Чăвашрегионгаз" ООО генеральнăй директорне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне К.Мифтахутдинова тата спорт вăййисен оборудованийĕсене ăсталакан "Романс" предприятин директорне Н.Николаева, çавăн пекех хамăр район пуçлăхне Н.Миллина паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа вăйлă та хăюллă пулма, вăй-хала ỹстерсе пыма хăнăхтарма тивĕçлĕ условисем туса панăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав сăмахĕ каласшăн. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика