Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем пулаççĕ

14 марта 2009 г.

Нумаях та вăхăт иртмĕ, районти 174 выпускник тăван шкулпа сыв пуллашĕ. Кăçалтан ППЭ Раççейĕн мĕнпур регионĕнче официаллă йĕркепе вăя кĕрет. Чăваш Республики вара эксперимента чи малтан хутшăннă регион. Çавăнпа та вĕренекенсен пĕлĕвне пĕтĕмлетекен патшалăх аттестацийĕн çак формине эпир хăнăхнă. Çапах та кăçал Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем те пур. Экзамен _ виçĕ тапхăрпа Çĕнĕлĕхсенчен чи малтанах çакна палăртмалла: ку таранччен аттестат илме обязательнăй йĕркепе пилĕк экзамен тытмаллаччĕ, халĕ иккĕ те _ математикăпа тата вырăс чĕлхипе _ çитет. Паллах, аслă шкула е техникума кĕме ку сахал. Маларах вĕренес тесен сĕннĕ çак предметсенчен _ хими, физика, информатика, биологи, истори, обществознани, вырăс литератури, ют чĕлхесем _ кирлисене суйласа илсе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма юрать. Мĕнле аслă шкула е техникума каяссине маларах палăртни пĕлтерĕшлĕ. Выпускниксем хăш предметпа ППЭ тытассине пĕлтерсе тăван шкула пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса панă. Кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх _ патшалăх аттестацине виçĕ тапхăрпа ирттерни. Пĕрремĕшĕ _ вĕренỹ çулĕ вĕçлениччен пĕр уйăх маларах _ ака уйăхĕн 21-30-мĕшĕсенче _ пулать. Ун чухне Раççейри, тĕнчери ăмăртусене, конкурссене, смотрсене, олимпиадăсене хутшăнакансем тата тĕп экзамен вăхăтĕнче больницăра операци тума палăртнă выпускниксем ППЭ тытма пултараççĕ. Çу уйăхĕн 26 _ çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕсенче шкул пĕтерекенсен тĕп пайĕ валли Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттереççĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнисене çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен аттестатсемпе свидетельствăсем параççĕ. Виççĕмĕш тапхăрта, утă уйăхĕн 7-17-мĕшĕсенче, иртнĕ çулсенче шкул пĕтернĕ, училищĕсемпе техникумсенче вĕренсе тухнă, çартан таврăннă çамрăксен пĕлĕвне ППЭ урлă тĕрĕслеççĕ. Çĕнĕлĕхсем кунпах вĕçленмеççĕ-ха: выпускник пĕтĕм-летỹ аттестацине кĕрессине çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен татса памалла, ку ирĕке вуннăмĕшпе вун пĕрмĕш классенче çулталăкшăн пĕр "иккĕ" те тухманнисем кăна тивĕçеççĕ. Кунсăр пуçне ППЭ балĕсене кăçал паллăсене куçармаççĕ, ППЭ свидетельствине аттестат вкладышĕ вырăнне параççĕ. Иккĕмĕш хут Енчен те Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче обязательнăй йĕркепе тытмалли математикăпа е вырăс чĕлхипе "иккĕ" илсен тепĕр хут тытма юрать, анчах çак экзаменсенчен пĕрне кăна. Иккĕшне те параймасан аттестат вырăнне справкăпа кăна çырлахма тивет, çак предметсемпе ППЭ тепĕр хут çитес çул кăна тытма ирĕк пур. Кăçал çак йĕркепе экзамен тепĕр хут тытни ăнăçсăр пулсан та аттестат тивĕçмест. Кăçалтан ылтăн тата кĕмĕл медальсем те вăйне çухатаççĕ. Вĕсене аслă шкула кĕмелли конкурсра шута илмеççĕ. Çапах та пултаруллă çамрăксем валли палăртнă çăмăллăхсен шучĕ те сахал мар. Çакна палăртмалла, 2009 çулта чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен пулмасть. Патшалăхăн 2009 çулхи Пĕрлехи экзаменĕсен (ППЭ) расписанийĕ: çу уйăхĕн 26-мĕшĕ (ытлари кун) _ информатика тата информаципе коммуникаци технологийĕ (ИКТ), биологи; çу уйăхĕн 29-мĕшĕ (эрне кун) _ вырăс чĕлхи; çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ (тунти кун) _ географи, вырăс литератури; çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ (кĕçнерни кун) _ математика; çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕ (тунти кун) _ ют чĕлхесем; çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕ (тунти кун) _ обществознани, хими; çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ (тунти кун) _ истори, физика. Ăнăçу сунатпăр сире, выпускниксем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика