11 марта 2009 г.
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул кỹршĕри шкулсемпе туслăх кĕперне çирĕплетет. Шкулта тĕрлĕ ял ачисем вĕренеççĕ. Нумаях пулмасть Патреккел, Тăрăм, Кивĕ Эйпеç, Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Чăваш Шуршу шкулĕсенчи 9-мĕш класра вĕренекенсем пирĕн шкула килсе курчĕç. Вĕсем Елчĕксен вĕрентỹри, спортри çитĕнĕвĕсемпе, шкулти краеведени музейĕпе паллашрĕç, тĕрлĕрен тренингсемпе вăйăсенче киленчĕç, "Улăп" комплексра пулса курчĕç. Елчĕк шкулĕнче малалла пĕлỹ илме мĕнпур услови пур. Лицей класĕнче вĕренекен Виктория Капламова, акă, Чăваш Президенчĕн стипендиачĕ. Пире тарăн пĕлỹ илме вĕрентỹ бази пуян пулни нумай пулăшать. Тата çакна аса илтерес килет: 2003 çултанпа Елчĕкри вăтам шкулпа Хусанти социаллă тата гуманитари институчĕ тачă çыхăнура. Ултă çул хушшинче Елчĕкри колледжран 75 вĕренекен алла диплом илчĕ. Ятарлă вăтам пĕлỹ илнисем Чăваш Республикинче, Тутарстанра вырнаçнă институтсемпе университетсене çăмăллăнах вĕренме кĕчĕç. Колледжа экзаменсăрах вĕренме кĕме пултараççĕ, çапах та вĕреннĕ май куçару экзаменĕсем тытмалла. Лекцисене хамăр район специалисчĕсем тата Елчĕк шкулĕнчи аслă категориллĕ вĕрентекенсем вулаççĕ. Хусанти экстерн комиссийĕ вĕренсе пĕтерекенсене патшалăх экзаменĕсене тыттарать. Тăххăрмĕшсем виçĕ çул, вуннăмĕшсем икĕ çул вĕренсе çак специальноçсене алла илеççĕ: юрист, менеджмент (менеджер квалификацийĕ, турист-менеджмент, информатик, психолог), маркетинг (маркетолог квалификацийĕ, урăхла каласан, рынокри тавара вырнаçтаракан), экономика тата бухгалтер учечĕ. Вăтам професси пĕлĕвĕ илнисене диплом параççĕ. Малалла вĕренес текенсемшĕн Хусанти социаллă тата гуманитари институчĕн алăкĕ уçă. Колледж хыççăн собеседованипех вĕренме илеççĕ унта. Çак институтра лайăх вĕренсе пыракан студент килĕшỹ туса Хусанти Патшалăх университетне те куçма пултарать. Çамрăксен унта юридика тата экономика факультечĕсенче вĕренсе патшалăх университечĕн дипломне илме май пур. Тăхăр, вунă класс пĕтерекенсене Елчĕкри колледжа вĕренме йыхравлатпăр. Вăтам пĕлỹпе пĕрле диплом илме пултарни питĕ лайăх. Кунтах дистанци пĕлĕвĕ илме те пулать. Шкулăн вĕрентỹ бази питĕ пуян. Пирĕн шкул пурне те тарават кĕтсе илĕ.