Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакансисен ярмăркки усăллă

11 марта 2009 г.

 Çак кунсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен ярмăркки иртрĕ. Унта ММПП ЖКХ, "Кирпич" ООО, "Свобода", "Сатурн", "Рассвет", "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсем, "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ хутшăнчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем ĕç шыракансемпе куçа-куçăн калаçрĕç. Ярмăрккăна хутшăнакансенчен чылайăшĕ хăйсене килĕшекен ĕçе вырнаçрĕ. "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 26 çын, "Эмметево" ОООра 4 çын вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупрĕ. Инвалидсем те ĕçе вырнаçасшăн. Асăннă категорири граждансемпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшатпăр. Вĕсене пулăшас, ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе килĕшỹ тăватпăр. Хальхи вăхăтра "Яманчурино" ОООна 1 инвалида ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. 14-18 çулсенчи ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе килĕшỹсем çыртăмăр, 38 ачана ĕç вырăнĕ патăмăр. "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 4 ача, "Свобода" хуçалăхра 13 ача, "Сатурн" хуçалăхра 8 ача, "Рассвет" хуçалăхра 13 ача пушă вăхăтра вăй хураççĕ. Çапла майпа шкул ачисене хăйсене кирлĕ пысăках мар таварсем туянмалăх Елчĕкри ĕçпе тивĕçтерекен центр уйăхне 850-шар тенкĕ укçа уйăрать. Ярмăрккăна хутшăнакансемпе профессие вĕрентес, çĕннине алла илес, квалификацие ỹстерес тĕллевпе калаçу ирттертĕмĕр. Çак мероприятире хĕрсемпе каччăсем професси тĕнчипе, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа, професси пĕлĕвĕ илмелли майсемпе паллашрĕç. Профессие тĕллевлĕн тата тĕплĕн шухăшласа, çыннăн пултарулăхне тата туртăмне кура суйласа илес тĕлĕшпе квалификациллĕ пулăшу патăмăр. Мероприяти вĕçленнĕ тĕле 4 çын вĕренме кайма шут тытни çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсенчен 2-шĕ электрогазосварщика, 2 хĕр Шупашкарти "Центр компьютерных технологий" вĕрентỹ уйрăмĕнче ПЭВМ операторĕн специальноçне алла илме килĕшрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика