Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв тăнăçлăхне хỹтĕленĕ

11 марта 2009 г.

Çĕршыв тăнăçлăхне хỹтĕленĕ Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласси _ кашни арçыннăн тĕп тивĕçĕ. Пилĕк кукка манăн. Пĕр тăвансем хăй вăхăтĕнче пурте çарта службăра пулнă. Геннадий Краснодар тăрăхĕнче çар ретĕнче тăнă, Борис Инçет Хĕвел тухăçĕнче подводник, Вячеслав Омскра телефонист-связист, Николай Китай чиккинче пограничник пулнă, Сергей Германире автомобиль çарĕнче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Манăн уйрăмах Борис кукка çинче чарăнса тăрас килет. 1961 çулхи çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Кỹлпуç ялĕнче çуралнă вăл, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕреннĕ. Салтака кайма ят тухиччен Борис Аркадьевич "Знамя" колхозра тракторпа, комбайнпа ĕçленĕ. 1979 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл çар тумне тăхăннă. Малтанах Владивосток хулинче вĕренỹ отрядĕнче пулнă хыççăн шăпа ăна Тинĕс-Çар Флотне илсе çитернĕ. Служба тивĕçне вăл шыв айĕпе çỹрекен атомлă кимĕсен базинче пурнăçланă. Подводниксем шыв айĕнчен тăватшар-пилĕкшер уйăх тухмасăр çỹренĕ. Çулталăкран тăван яла отпуска таврăннă вăл. Моряк тумĕ тăхăннă çамрăк йĕкĕте ача-пăча та, çитĕннисем те ăмсанса пăхнă ун чухне. Тинĕс-Çар Флотне лекме пĕрре те çăмăл маррине кашниех аван ăнланать. 1982 çулта салтакран таврăнсан Б.Кувшин Шупашкарти милици шкулне вĕренме кĕрет. Калинин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчи патрульпе пост службин полкĕнче ĕçлет. Служба картлашкипе çỹлелле хăпарать, взвод командирĕ çумĕнчен пуçласа полк командирĕн техника енĕпе ĕçлекен çумĕ таран ỹсет. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа икĕ аслă пĕлỹ илет. Борис Аркадьевича 7-8 хут та Çурçĕр Кавказри хĕрỹ точкăсенче службăра пулма тỹр килет. Йывăрлăхĕ те, нуши-терчĕ те, хăрушлăхĕ те пулнă паллах. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна темиçе хутчен те медальпе наградăланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Тăван çĕршыв ырлăхĕпе унăн тăнăçлăхĕшĕн куллен службăра пулнă куккапа чăннипех те мухтанатăп. Халĕ вăл милицин отставкăри подполковникĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр ỹстереççĕ Кувшинсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика