11 марта 2009 г.
Акчелĕнчи клубри пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнчи уяв концерчĕ пурне те килĕсенчен илсе тухма пултарчĕ. Концерта ертсе пыракан Роза Карсакова пурне те Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Салампа пĕрлех юратнă амăшĕсене Марина Крылова, Роза Карсакова, Евгенияпа Виктория Сардаевасем ташă парнелерĕç. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç пĕчĕк артистсем клуб сцени çинче. Георгий Смирнов юрлани вара пурне те тыткăнларĕ. "Унăн уçă та янравлă сасси тепĕр артистран та ирттерме пултарчĕ", _ терĕç куракансем. Катрина Кедрова сцена çине тухсан пурте вăйлăн алă çупма тытăнчĕç. Ял халăхĕ пĕлет, Катрина юрра та, ташша та, култарма та ăста. Ташăçăсем мĕн тĕрлĕ ташă кăна пĕлмеççĕ тата. "Чăн-чăн артистсем ỹсеççĕ Акчел ялĕнче те. Геннадий Арсентьевич Борисов тăрăшни сая каймасть иккен", _ пĕтĕмлетрĕ халăх концерт хыççăн.