11 марта 2009 г.
Аннесен кунне тата кĕнекене халалланă уяв программипе паллашма Патреккелти культура çуртне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Уяв программи аннесене саламланипе пуçланчĕ. Иккĕмĕш пайĕнче вара "Айтăр-ха, хĕрарăм-вулакансем" турнир иртрĕ. 2007 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче калăпланса тухнă кĕнекесене çутатса пачĕç конкурсанткăсем. "Кĕнеке ячĕсене тата вĕсен авторĕсене пĕлмелле", "Кĕнекесем çинчен ваттисен сăмахĕсене кам ытларах пĕлет?", "Кĕнекери геройсемпе паллаштарасси", "Хăш кĕнеке ытларах кăмăла кайрĕ, чунтанах киленсе вуларăр?", "Кĕнеке тăрăх ỹкерчĕк ỹкересси", "Уçăлсам, талантăм", "Кĕнеке тăрăх чи тутлă апат" _ пĕрин хыççăн тепри черетленчĕç вăйăсем. Курма килнĕ халăх та вĕсене пулăшса пычĕ, тăвăллăн алă çупса вăй-хăват парса тăчĕ. Çапах та Ольгăпа Елена Петровасем "Чи нумай кĕнеке вулакан ăслă анне" сумлă ята тивĕçлине куракан тỹрех асăрхарĕ. Турнира хутшăннă маттур аннесен ачисем те вĕсенчен пĕрре те юлмарĕç. Хăйсен уçă сассисемпе, пултарулăхĕпе, илемлĕ сăввисемпе Ирина Петрова, Геннадий Петров, Диана Левая, Эльвира Доброхотова курса ларакансене тыткăнлама пултарчĕç. Елена Добронравован вара ачисем пысăк ĕнтĕ. Уншăн хĕресне хĕрĕсем илемлĕ ташă парнелерĕç курса ларакан халăха. "Чăн хастар анне" номинацие тивĕçрĕ Елена. Ольга Левая "Чăн маттур анне", Луиза Доброхотова "Чăн тутлă апат пĕçерме пĕлекен анне" номинацисенче çĕнтерчĕç. Тамара Захарова библиотекарь вара турнира "2007 çулта пичетленнĕ чи нумай вуланакан кĕнеке" ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Кураври кĕнекесемпе тĕплĕн паллашма пултарчĕ культура çуртне пуçтарăннă халăх. Вулавçăсем М.Карягинан "Хура тумлă арçын" тата Г.Волковăн "Кил илемĕ" кĕнекесене уйрăмах кăмăлланине палăртрĕç.