04 марта 2009 г.
Тунти кун район администрацийĕнче республикăн 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кỹмелли тĕллевлĕ программине кĕнĕ предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пай ертỹçин çумĕ Т.Аскарова асăннă программа тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Унта 4 çул-йĕр палăртнă: специалистсене профессие малтанах вĕрентме, вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркелеме, çĕнĕ вырăна ĕçлеме куçакан граждансене ятран пулăшма, пĕчĕк предпринимательлĕхе тата харпăр хăй ĕçне йĕркелеме майсем туса памалла. Çак ĕçсене пурнăçлама республикăна федераци бюджетĕнчен çур миллиард, республика бюджетĕнчен 26 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çав шутран Елчĕк районне 5,7 миллион тенкĕ куçарса параççĕ. Унпа килĕшỹллĕн, 5,6 миллион тенкине предприятисемпе организацисенче вăхăтлăх 344 ĕç вырăнĕ, виçĕ çынна харпăр хăй ĕçне йĕркелеме 108,7 пин тенкĕ уйăраççĕ. Т.Аскарова халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кỹмелли тĕллевлĕ программăна пурнăçламалли, укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли йĕрке çинчен каласа пачĕ. Хăш организацисемпе хуçалăхсенче мĕн чухлĕшер ĕç вырăнĕ йĕркелессине çывăх вăхăтрах палăртаççĕ. Унччен программăна кĕнĕ предприятисемпе организацисен ертỹçисене тата тĕплĕнрех шутласа пăхма сĕнчĕç. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М. Васильева районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Паянхи кун тĕлне центрта ĕçсĕр юлнă 349 çынна регистрациленĕ. Çапла вара вĕсене кĕске вăхăтлăха те пулин ĕçпе тивĕçтерме май пур. 2009 çулхи икĕ уйăхра ĕçсĕррисене паракан пособие 791362 тенкĕ тỹленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 367814 тенкĕ нумайрах. Уйрăмлăх пысăкки куç умĕнче. Ĕçсĕр юлнă çынсене пособие халĕ юлашки ĕç вырăнĕнчи 3 уйăхри вăтам ĕç укçине кура шутласа параççĕ. Унăн чи пысăк виçи уйăхне 4900 тенкĕпе, чи пĕчĕкки 850 тенкĕпе танлашать. Патшалăх ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çакна канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ район пуçлăхĕ Н.Миллин та палăртрĕ. "Районти ĕçсĕр çынсене паракан пулăшу пысăк тата вăл вăхăтлă. Унпа пĕлсе тата тухăçлă усă курасси _ пирĕн тĕп тĕллев", _ терĕ вăл.