Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налуксене пурин те вăхăтра тỹлемелле

04 марта 2009 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова ял хуçалăх предприятийĕсем çĕрпе усă курнăшăн, уйрăм çынсенчен тупăшран илекен налуксене пуçтарасси мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Тĕнчери, çĕршыври экономика кризисĕн условийĕсенче çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çĕрпе усă курнăшăн пуçтарăнакан укçа пĕтĕмпех ял тăрăхĕсене, уйрăм çынсен тупăшĕнчен пухакан налукăн 83 проценчĕ района, ял тăрăхĕсене кĕрет. Вĕсене вăхăтра, пĕтĕмпех пуçтарни бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсене ĕç укçи тỹлеме, социаллă программăсене пурнăçлама май парать. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне çĕрпе усă курнăшăн налука 350 пин тенкĕ пуçтарса çитермен. Çĕрпе усă курнăшăн налука "Аранчеево", "Победа" хуçалăхсем тỹлесе татман. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсенчен илекен тупăш налукĕн парăмĕ 3,7 миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутран 3,3 миллион тенки района юлмалла. Парăм пур хуçалăхсемпе предприятисен йышĕнче "Свобода", "Колос", К.Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсем, "Звезда" ООО, "Урожай" ООО, "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ООО, "Елчĕкри РТП" ООО, Елчĕкри ММПП ЖКХ тата ыттисем. Канашлура "Звезда" ООО пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕç. Ăна 2 пин ытларах гектар çĕр арендăна панă. Вăл ĕç укçи тỹлеме туса илнĕ тупăшăн 1 процентĕнчен сахалтарах уйăрнă. Уйăхри вăтам ĕç укçи 767 тенкĕпе танлашнă. Районти вăтам ĕç укçи 5000 тенкĕ шутланать. Иртнĕ çулшăн "Звезда" ОООн тĕрлĕ шайри налуксене 283 пин тенкĕ тỹлемелле. Танлаштарма: "Звезда" ООО чухлĕ çĕрпе усă куракан "Комбайн" ЯХПК унран 10 хут нумайрах продукци туса илнĕ, 3,9 миллион тенкĕ налук тỹленĕ. Кирлех-ши района усă паман хуçалăха малашне çĕре арендăна пама? Çакăн пек ыйту лартрĕç канашлура. Район пуçлăхĕ Н.Миллин тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем умне налук тỹлемелли лару-тăрăва çывăх вăхăтра лайăхлатма хушса хăварчĕ. Район администрацийĕн пайĕсен начальникĕсем çак ĕçе çирĕп контрольлесе тăрĕç, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен тепĕр икĕ эрнерен туса ирттернĕ ĕçсем пирки отчетсем итлĕç. Район прокурорĕ Н.Муллин налуксем тỹлемен хуçалăхсемпе предприятисен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслеме тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Канашлура район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-экологĕ П.Тремасов тăван тавралăха сыхлас, район территорийĕнче экологи требованийĕсене пурнăçлас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, кăçалхи икĕ уйăхри ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Шăмат кун, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Елчĕкре "Сывă пул, Хĕл, килех, илемлĕ Çуркунне" уяв иртет. Ăна йĕркелесе ирттерекен комисси председателĕ, район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый уява хатĕрленсе пурнăçламалли самантсем çинче чарăнса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика