Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕпе халăх кăмăллă

04 марта 2009 г.

Паянхи кун эмелсĕр пурăнма май çук _ чирлисем те, сыввисем те тăтăшах кĕрсе тухаççĕ аптекăна. Пĕрисен ачисем пĕчĕккĕ _ куллен кирлĕ тĕрлĕ хатĕр туянмалла. Теприсене чир-чĕр аптратать, виççĕмĕшĕсене сывлăха çирĕплетмелли, тĕреклетмелли тĕрлĕ препарат кирлĕ. Çавна май район центрĕнче тĕрлĕ вырăнта аптека пункчĕсем ĕçлени халăхшăн меллĕ. Елчĕкри Кооператив урамĕнче вырнаçнă "Интермедсервис" ООО аптекăран çын татăлмасть. "Кирек мĕнле эмеле те тупса илме пулать кунта, çук пулсан саккас паратпăр. Район центрĕнче икĕ е виçĕ аптека ĕçлени пирĕншĕн питĕ меллĕ. Васкавлă чухне эмеле пĕринче тупма май килмесен тата тепĕр аптекăра туянма пулать. Йывăр чирленĕ çыншăн тепĕр чух пĕр минут хаклă", _ теççĕ аптекăна килекенсем. Аптека уçăлнăранпа сахал мар вăхăт иртрĕ. Çак тапхăрта ăнăçлă ĕçлесе халăх шанăçне çĕнсе илме пултарчĕ. Эмелсен, эмел курăкĕсен, ытти таварсен ассортименчĕ пысăк кунта. Юн пусăмĕ ỹснипе е чакнипе аптăракансем валли тем тĕрлĕ препарат та пур. Çавăн пекех юн пусăмĕн виçине пĕлме май паракан "Омron" фирма кăларакан тонометрсен ассортименчĕ пуян. Больницăра е килти условисенче сипленме май паракан "Набулайзер" ингаляторăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Пĕтĕм çемье валли меллĕ вăл. Тин çуралнă тата 6 уйăха çитичченхи ачасем валли "Нутрилон", "Нутрилак", "Малютка", "Бона" тата ытти сĕт хутăшĕсем, 4 уйăхран пуçласа "Вевi", "Nutrilon" е ытти пăтăсем, пан улмирен хатĕрленĕ хутăшсем илме тăтăшах кĕреççĕ кунта çамрăк ашшĕ-амăшĕ. Çавăн пекех ача-пăчана куллен кирлĕ таварсем _ сĕт е чей ĕçтермелли савăтсем, памперссем, салфеткăсем, ĕмкĕчсем туянаççĕ. Хĕллехи кун грипран е шăнса пăсăлнинчен хỹтĕлекен, сиплекен эмелсене чылай илет халăх. "Терафлю", "Антигриппин", "Риниколд" препаратсене кашни виç-çĕмĕш çын туянать тесен те йăнăш мар. Хакĕ те "çыртмасть", пулăшу витĕмĕ те пысăк. Çывăх вăхăтра вара аптекăра оптика уйрăмĕ уçăлĕ. Куçлăхсен ассортименчĕ тулли пулĕ, хаксем те халăха тивĕçтерĕç. Аптекăра эмел илекенсемпе яланах тарават, ырă кăмăллă та сăпайлă, анлă тавра курăмлă ĕçченсем тăрăшни халăхшăн меллĕ. Кирек мĕнле эмел, вĕсемпе мĕнле усă курмалли пирки тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Патăрьел районĕнчи Анат Туçаран ĕçе кулленех вăхăтлă çỹрекен М.Крысова 19 çул ĕнтĕ фармацевтра вăй хурать. Ульяновск хулинчи фармацевтсем хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн вăл 5 çул Самарти аптекăра тăрăшнă, унтан ял каччипе пĕрлешнĕ хыççăн Патăрьелĕнче фармацевт пулса ĕçленĕ. Халĕ иккĕмĕш çул ăна Елчĕк халăхĕ те лайăх палласа çитнĕ. Пысăк опытлăскер, хăйĕн ырă канаш-сĕнĕвĕпе кашнинех тивĕçлĕ пулăшу парать. Марина Веннадьевнăн пурнăçĕнчи тепĕр сăваплă ĕçĕ пирки те пĕлтерсе хăварас килет вулаканăмăра _ Ульяновскра вĕреннĕ вăхăтра вăл юн парса аварие лекнĕ ачан пурнăçне çăлса хăварма пултарнă. Тепĕр ĕçчен _ М.Скворцова пирки те ыррине анчах калать Елчĕк халăхĕ. Унăн ĕç стажĕ те пысăк _ 10 çула яхăн. Маларах Марина Зиноновна Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче химипе фармацевтика факультетĕнче вĕреннĕ, хальхи вăхăтра вăл Хусанти медицина университечĕн 5-мĕш курсĕн студентки. Провизора вĕренет Марина. Çак икĕ çул хушшинче миçе çынна ырă канаш-сĕнỹпе, сăваплă ĕçпе пулăшман-ши? Кирлĕ пулсан çĕрле те уçаççĕ аптекăна _ йывăр чирлĕ çынсене вăхăтра эмел тупса парса вĕсен пурнăçне çăлса хăварни те пĕрре анчах мар пулнă. Марина Зиноновна каласа панă тĕслĕхсенчен пĕрне çырса хăварас килет: _ Пĕринче хваттерте çут çанталăк газĕ сỹнсе ларнă. Газ хуранĕ юсавсăрри палăрчĕ. Ăна юсама килнĕ слесаре ĕçне пурнăçланă хыççăн пысăк тав сăмахĕ каларăм. Анчах та вăл мана çапла хуравларĕ: "Сирĕн мар, пирĕн сире пысăк тав сăмахĕ каламалла. Вăхăтĕнче эсир пирĕн аннене _ Анатри Тимешри Раиса Соловьевăна вилĕмрен çăлса хăварма пулăшрăр. Çĕрле сирĕн аптекăра уçтарса илнĕ эмелпе вăхăтлă усă курса тухтăрсем аннене çăлса хăварчĕç. Çавăнпа та сире хăвăра чун-чĕререн тав тăватăп. Эпĕ Раиса Соловьеван ывăлĕ _ Анатолий Соловьев". Çынна ырă туни, пархатарлă ĕç пурнăçлани каялла ырăпах таврăнать. Çак çăмăл мар ĕçре Скворцовсене малашне те ăнăçусем сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика