04 марта 2009 г.
Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас, ăна асăрхаттарас тата шыв тулнине пĕтерес енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта комиссисен членĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен ертỹçисем хутшăннă. Пĕрлехи ларăва район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов ертсе пынă. Пĕрремĕш ыйтупа, пушар хăрушсăрлăхне ỹстересси çинчен, пушар инспекцийĕн начальникĕ В.Михайлов тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи икĕ уйăхра, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пушарсен шучĕ ỹснĕ. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: электричество пралукĕсем кивелни те, эрех-сăрапа ỹсĕрĕлнĕ çынсем пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни те, ача-пăча шăрпăкпа алхасни те. Çавна май эрехпе иртĕхекенсен, пĕччен, ватă çынсен çурчĕсене асăрхаса, пăхса тăмалла. Пушар хурал чаçĕн начальникĕ А.Кузнецов пушара хирĕç кĕрешессинчи йывăрлăхсем, вĕсене пĕтермелли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Хăш та пĕр ялсенче шыв илмелли вырăнсене пыма çук, пĕвесемпе кỹлĕсенче вакă касман. Çийĕнчех асăрханă вут-çулăма пушар машинисем киличчен витресемпе шыв сапса сỹнтерме те пулать. Пушар сỹнтерессинче ялсенче вăй питти ар-çынсен пулăшăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах юлашки вăхăтра пушара сỹнтерме пулăшакансем мар, айккинче сăнаса тăракансем йышлă. Пĕрлехи комисси ларăвĕнче ялсенчи гидротехника сооруженийĕсене шыв илсе каяссинчен сыхлас ыйтупа район администрацийĕн тĕп специалист-экологĕ П.Тремасов тухса калаçнине итлерĕç. Районта гидротехника сооруженийĕсем 57 шутланаççĕ. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе вĕсене çурхи ейỹ илсе каясран сыхлас тĕлĕшпе штаб туса хунă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Кăçал юр сахаллипе гидротехника сооруженийĕсене нимĕн те хăратмĕ тесе тăма çук. 20-25 çул каялла тунăскерсене тĕпрен юсаман. Çавна май хăрушлăх çук мар. Ял тăрăхĕсенче гидротехника сооруженисене пăхса тăма дежурство йĕркелемелле. Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен штаб начальникĕ А.Клементьев çуркунне кỹлĕсемпе пĕвесене пулăçăсем пулă тытма, ачасем выляма аннине пула республикăра, районта кăткăс лару-тăру час-часах сиксе тухни, тепĕр чухне пысăк инкекпе вĕçленни, çавна май çурхи пăр çинче асăрхануллă пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов Африка чумипе сыснасем чирлесрен асăрханмалли мелсем пирки каласа пачĕ. Ахаль йышши чумаран выльăхсене вакцинăсем туса асăрханма пулать. Африка мурĕнчен вара вакцина шутласа тупайман-ха. Çавна пула пĕр сысна чирлесен вĕсен пĕтĕм йышне пĕтермелле. Африка чумине республикăра, кỹршĕллĕ регионсенче тупман-ха тесе лăпланса лармалла мар. Транспорт вăйлă аталаннă тапхăрта вăл çĕршывăн пĕр кĕтесĕнчен тепĕрне апат-çимĕçпе, аш-какайпа кĕске вăхăтра çитме пултарать. Уйрăмах хир сыснисемпе асăрхануллă пулмалла. Унăн ашне ветеринари станцийĕнче тĕрĕслеттермесĕр çимелле мар.