Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускавра пулчĕç

04 марта 2009 г.

Мускавра пулчĕç Курнавăшри педагогсемпе вĕренекенсем районти, республикăри, Раççейри конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене тулли кăмăлпа хутшăнаççĕ. Районта Д.И.Менделеев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă конкурс та пысăк шайра иртрĕ. Курнавăшри 11-мĕш класра вĕренекен Анна Корнилова ĕçĕ (вĕрентекенĕ С.Прохорова) районта 3-мĕш вырăна тухса республикăри конкурса хутшăнма тивĕçрĕ. Шупашкарта та Аннăн ĕçĕ лайăххисен йышĕнче пулнă. Малалла А.Корнилова Мускаври Д.И.Менделеев ячĕллĕ химипе технологи университечĕн Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш финалне хутшăнчĕ. Калас пулать, Чăваш Ен чысне хỹтĕлеме республикăран тăватă шкул ачипе вĕрентекенĕсем кайнă. Тĕпчев ĕçне тивĕçлĕ шайра хỹтĕленĕ Курнавăш хĕрĕ. Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Вăл çеç-и? Пилĕк кун хушшинче тĕпчев ĕçĕсем çырассипе регионсенче мала тухнă шкул ачисемпе педагогсем тĕнчери паллă ăсчахсен лекцийĕсене итленĕ, олимпиадăсенче тупăшнă, тĕрлĕ музейсенче пулса курнă, тус-юлташсем тупнă. Мускавра курса киленни вĕрентекенпе вĕренекенĕн асĕнчен часах тухмĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика