Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессие вĕрентетпĕр

28 февраля 2009 г.

Тĕнчери экономика кризисĕн витĕмне пула республикăри ĕç рынокĕнчи лару-тăру, пĕтĕм çĕршыври пекех, йывăрланса пырать. Çавна май предприятисемпе организацисенче штата чакарасси, çынсене тулли мар ĕç кунĕ çине куçарасси ỹсет. Районти ĕç рынокĕнче организацисем служащисене мар, рабочи профессийĕсене алла илнĕ специалистсене ытларах ыйтаççĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах электромонтерсем, электрогазосварщиксем, слесарь-сантехниксем, платниксем, водительсем çитмеççĕ. Çур аки, вырма тапхăрĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлеме механизаторсем кирлĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр паян çакăн пек пушă ĕç вырăнĕсене вырнаçтарать: тĕрлĕ ĕç тăвакансене, ветеринара, агронома, слесарь-сантехника, электрика, сварщика. Çавăн пекех вырăнти ĕç рынокĕнче анлă профильлĕ сутуçă-кассирсем çитменни палăрать. "Росинка", "Родник" апат-çимĕç лавккисенче те хальхи вăхăтра сутуçăсем, кассирсем çитмеççĕ. Сутуçă, кассир пулас кăмăллă çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центр Чăваш Республикинчи вĕрентỹ учрежденийĕсене тỹлевсĕрех вĕренме ярать, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерет. Вĕренекенсене стипенди тỹлеççĕ. Сутуçа вĕренес текенсене Канашри 2-мĕш номерлĕ професси пĕлĕвĕ паракан училищĕне, Шупашкарти кооператив техникумне вĕренме яратпăр. Техникумра 2 çулталăк та 5 уйăх вĕренмелле. Рабочи профессийĕсене, çав шутра котельнăйсен операторне, тракториста, электрогазосварщика вĕренме Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищине, Шупашкарти "Нива" вĕрентỹпе курс комбинатне, "Чăвашсетьгаз" ОАОна 2-3 уйăхлăх яратпăр. Кăсăклантаракан ыйтусемпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пырса тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать. Пирĕн адрес: Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 13-мĕш çурт, "Хĕрỹ лини" телефон номерĕ: 25-1-67.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика