28 февраля 2009 г.
"Сывлăх" наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе районти шурă халатлă ĕçченсем хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ. Ĕçлекен граждансене хушма диспансеризаци витĕр кăларасси те пирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри шутланать. 2008 çулта хушма диспансеризаци витĕр 531 çынна кăларма палăртнă, 395 çын хăйĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ. Вĕсем пурте бюджет сферинче ĕçлекенсем _ вĕрентỹре, культурăра, сывлăх хуралĕнче, социаллă сферăра, физкультурăпа спортра, райадминистрацинче, çар комиссариатĕнче вăй хуракан 35-55 çулсенчи граждансем. Ял тăрăхĕсенчи специалистсем те хушма тĕрĕслев витĕр тухнине палăртма кăмăллă. Диспансеризаци витĕр тухнисене сывлăхĕ мĕнлине кура çак ушкăнсене уйăрнă: I ушкăн _ сывă граждансем. Тĕрĕслев витĕр тухнă 8 çын кĕнĕ унта. II ушкăн _ чир-чĕр малалла аталанас хăрушлăх пур çынсем. Ун пеккисем 45 çын. III ушкăн _ амбулатори условийĕсенче сипленмелли тата диагноза тĕрĕсрех кăтартма тепĕр хут тĕрĕслев витĕр тухмалли граждансем. Тĕрĕсленнĕ çынсем (331 гражданин) ытларах çак ушкăна кĕреççĕ. IV ушкăн _ шала кайнă чирпе учетра тăракансем. Кун пеккисем _ саккăрăн. V ушкăна хаклă та пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ граждансем кĕреççĕ. Унта кĕрекен çынсем пуррине тупса палăртман. Сывлăха укçа парса илеймĕн. Çавăнпа хамăр сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла. Çулталăкра пĕрре хушма диспансеризаци витĕр тухни чир-чĕре маларах палăртма май паракан тĕп çăл куç. Г