28 февраля 2009 г.
2008 çулта республикăра водительсен айăпĕпе çуран каçса çỹремелли вырăнсенче 13 çын вилнĕ, 147 çын аманнă. Елчĕк районĕнче водительсен айăпĕпе иртнĕ çул 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 4-шĕ сусăрланнă. Çуран çỹрекенсен пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварасси çине Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пысăк тимлĕх уйăрма ыйтать. Çакăн пирки вăл Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ _ кашнин пуçарулăхĕнче" Çырăвĕнче те палăртнă. Халăх сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварас тĕллевпе, Президент Çырăвне пурнăçа кĕртсе республикăра тата районта тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Вăл шутра кулленех "Пешеход", "Пешеходный переход" рейдсем, тĕрлĕ операцисем, ача сачĕсемпе вĕрентỹ учрежденийĕсенче пулса ăнлантару ĕçĕсем ирттерни тата ытти те кĕрет. Çул урлă çуран каçмалли вырăнсенче çуран çỹрекенсене ирттерменшĕн водительсене тивекен штраф виçине малашне 10 хут ỹстерме палăртнă. Аварисем чылай чух çуран çỹрекенсен айăпĕпе те пулнине шута илсе йĕркене пăхăнманнисене çирĕп айăплав кĕтет.