Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрлать чăваш ăш пиллĕн киленсе

28 февраля 2009 г.

Юрлать чăваш ăш пиллĕн киленсе Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районти художество пултарулăх коллективĕсен "Хавал çăл куçĕсем" смотр-конкурсне пĕтĕмлетсе гала-концерт иртрĕ. Çак кун Елчĕксен асĕнчен часах тухмĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен пултарулăхĕпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова та паллашрĕç. Гала-концерта Патреккелти ачасен "Алмакай" фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Вĕсем чи малтанах "Янра, купăсăм" юрăпа ташă композицийĕ кăтартрĕç. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан халăх хорĕ тата ачасен фольклор ушкăнĕ республикăри тĕрлĕ смотр-конкурссене хутшăнать, пултарулăхĕ пысăккипе таврана палăрнă вĕсем. Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Варкăш" ушкăн куракансене "Салам сире, Елчĕксем" юрăпа савăнтарчĕ. Яманчỹрелĕнчен килнĕ "Эткер" фолькор ушкăнĕ сцена çине тухсан халăх шавласах кайрĕ. Ара, ушкăнра ватăсем нумай-çке, ĕлĕкхи чăваш тумĕпе, урисене çăпата сырнă. Вĕсем анатри чăвашсен юрри-кĕввипе паллаштарчĕç. Тăрăм ял тăрăхĕнче те халăх юрри-ташшине кăмăллакансем сахал мар. Юрă ăстисене "Шевле" фольклор ушкăнĕ пĕрлештерсе тăрать. "Ай-хай ырă ял-йыш", "Сарăлах ыраш" юрăсене шăрантарчĕç вĕсем. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи кану центрĕнчи Сергей Краснов йĕркеленĕ хор концерта тата та пуянлатрĕ. Уявран шкул ачисем те пăрăнса юлман. С.Краснов йĕркеленĕ "Шăнкăрав" халăх инструменчĕсен ансамблĕн юрри-кĕввине илтсенех куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Епле пултаруллă ачасем çитĕнеççĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи "Сударушка" ушкăн юлашки вăхăтра пултарулăхĕпе ял çыннисене çеç мар, кỹршĕ ялсене те савăнтарать. Вырăс халăх юррисене питĕ ăста шăрантараççĕ культура ĕçченĕсем. Аслă Таяпари учитель-ветерансен "Шанчăк" ушкăнĕ юрланă "Пурнăç юрри", "Эй, тусăм, яра пар" юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Концертра Сăрьелĕнчи Румия Давлетшина, Елчĕкри арçынсен квартечĕ, Лидия Траншкинăпа Иван Шурбин юрланине, Елчĕкри искусство шкулне çỹрекенсен юрри-ташшисене пăхса ларма кăмăллă пулчĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи "Тантăш" фольклор ушкăнĕ "Пирĕн аякпа шыв юхать", "Пĕррехинче" юрăсене ытла та çепĕççĕн, чуна уçмалла шăрантарчĕç. Юрла, чăваш, ăш пиллĕн киленсе, Тĕнче сана хăй ырлăхне пиллетĕр. Çунатлă юрă вĕçтĕр çĕкленсе _ Чăваш юрри янра! Çĕршыв итлетĕр. "Хавал çăл куçĕсем" смотр-конкурс çулран-çул вăй илни, унта çамрăксемпе ачасем çеç мар, юрра-ташша кăмăллакан ватăсем те хутшăнма пултарни кăмăла çĕклет. Гала-концерта хутшăннисем Елчĕксем ĕлĕкхи йăла-йĕркесене манăçа кăларманнине, Шупашкар артисчĕсенчен пĕрре те кая юлманнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика