Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейри тĕл пулу

28 февраля 2009 г.

 Курнавăшри историпе тăван ен халăх музейĕнче Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне уявларĕç. Мероприятие 2-мĕш класра вĕренекенсем тата вĕсен аслашшĕсемпе ашшĕсем пуçтарăнчĕç. Малтанах музей ертỹçи А.Смирнов уяв историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Шкул ачисем килнĕ хăнасене саламларĕç. "Пирĕн тăван çар" литературăпа музыка композицийĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Аслашшĕсемпе ашшĕсем çар службинче тăнă тапхăра аса илчĕç, Тăван çĕршыва хỹтĕлесси кашнин тивĕçĕ пулмалли пирки каларĕç. В.Курчин, В.Мясников, А.Фомин, В.Мясников вара хальхи хăватлă çар техникине алла илес тесен ачасен шкулта тăрăшса вĕренмеллине палăртрĕç. Класс ертỹçи В.Горшкова та вĕренекенсене тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕ, салтака кайма юрăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмаллине палăртрĕ. Малалла уяв музей залĕсенче тăсăлчĕ. Хăнасемпе шкул ачисем Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çинчен калакан уйрăмпа тĕплĕн паллашрĕç, музей умĕнче асăнмалăх сăн ỹкерĕнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика