28 февраля 2009 г.
Республика шайĕнче иртнĕ предмет олимпиадисене районти шкулсенчен пурĕ 47 вĕренекен хутшăннă. Çав шутран 7 вĕренекен республика призерĕ пулса тăнă. Вĕсем: Александр Портнов (Аслă Пăла Тимеш шкулĕ, нимĕç чĕлхи предмечĕ), Анастасия Чуманова (Таяпа Энтри шкулĕ, право предмечĕ), Алексей Павлов (Лаш Таяпа шкулĕ, биологи предмечĕ), Мальвина Мышкина (Кушкă шкулĕ, технологи предмечĕ (хĕр ачасем хушшинче), Андрей Архипов (Елчĕк шкулĕ, технологи предмечĕ (арçын ачасем хушшинче), Елена Николаева (Курнавăш шкулĕ, чăваш чĕлхи тата литература предмечĕ), Алиса Петрова (Елчĕк шкулĕ, чăваш чĕлхи тата литература предмечĕ).