28 февраля 2009 г.
Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕнче экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л.Дмитриева районти ялсенче лавккасем тытакан предпринимательсемпе канашлу ирттерчĕ. "Чăваш Республикин "Ваккăн суту-илỹ тăвакан пасарсем çинчен" саккунне ăнлантарса парасси тĕл пулăвăн тĕп теми пулчĕ. 2006 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн "Ваккăн суту-илỹ тăвакан пасарсем тата ĕç кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунне, ăна тĕпе хурса 2007 çулхи пуш уйăхĕн 29- мĕшĕнче Чăваш Республикин "Ваккăн суту-илỹ тăвакан пасарсем" саккунне йышăннă. Ялсенчи чылай лавккара халăха куллен кирлĕ таварсен ассортименчĕ тулли маррине шута илсе, кашни çын Елчĕк пасарне ытлари кун е шăмат кун çỹреме пултарайманнине ăнланса ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем нимĕнле документсем хатĕрлемесĕрех, саккунсене пăхăнмасăр Аслă Елчĕкре, Патреккелĕнче, Курнавăшра тата ытти ялсенче пасарсене ĕçлеме ирĕк панă. Хальхи вăхăтра ялсенчи саккунсăр майпа тытăнса тăракан пасарсене пĕтерме палăртнă. Мĕншĕн тесен вĕсем санитари, пушар тата право йĕркисен требованийĕсене тивĕçтермеççĕ. Официаллă майпа Елчĕкри пĕртен-пĕр пасар эрне кунсăр пуçне кашни кунах ĕçлĕ. Хăйсен территорийĕсенче саккунсăр йĕркепе уçăлнă пасарсене ĕçлеме ирĕк паракан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен малашне 5 пин тенкĕрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран штраф тỹлеме тивет. Кунта каллех тепĕр ыйту тухса тăрать _ ватăсем, аякри ялсенче пурăнакансем куллен кирлĕ пĕр е икĕ таваршăнах Елчĕк пасарне каяймаççĕ-çке. Çакна шута илсе Л.Дмитриева предпринимательсене лавккари таварсен ассортиментне пуянлатма сĕнет. Тĕл пулу вăхăтĕнче Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн 4440Ỹ036 номерлĕ хушма офисĕн ĕçченĕ Н.Ефимова та сăмах илчĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕ-шĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен банк "Вак бизнеса _ симĕс коридор" акци ирттерни, çак акци вăхăтĕнче предпринимательсем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курни çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, çак тапхăрта кредитсен проценчĕсен виçисем пĕчĕкленеççĕ, предпринимательсем банкра тỹлевсĕрех счет уçма пултараççĕ. Акци вăхăтĕнче çавăн пекех "Сбербанк-клиент" программăна хăйсен компьютерĕсем çине тỹлевсĕр вырнаçтарма (ытти чухне вăл 700 тенкĕпе танлашать), персонала тỹлевсĕр вĕрентме (тỹлев хакĕ ытти чух 480 тенкĕ) май пур. Асăннă программăна Интернет урлă вырнаçтарас пулсан ытти чухне 3100 тенке кайса ларать, çак тапхăрта вăл 2000 тенкĕпе танлашĕ.