Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат суйлавçăсемпе тĕл пулчĕ

25 февраля 2009 г.

Шăмат кун, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Николаевич Викторов районти суйлавçăсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕх ертỹçи, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Олег Викторов Елчĕке нихăçан та пушă алăпа килмест. Хальхинче те вăл районти шкулсенче вĕренекенсене усă курма кирлĕ кĕнекесем, çав шутра хăй пухса хатĕрленĕ, нумаях пулмасть пичетленсе тухнă "Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнче" ятлă кĕнекине, тĕрлĕ хуçат-журнал парнелерĕ. Суйлавçăсене тĕрлĕ ыйтусем канăç памаççĕ. Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Раиса Рахмина 5 ача пăхса ỹстернĕ, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Анчах нумай ачаллă амăшне çак вăхăтчен те нимĕнле награда та тивĕçменни пăшăрхантарать. Депутат суйлавçăн ыйтăвне тишкерет. Тĕмерте пурăнакан Раиса Крылова хăйĕн ĕмĕрĕн 35 çулне медицина сестринче тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе ирттернĕ, ял халăхĕн сывлăхĕшĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Ят-сумшăн тăрăшман вăл нихăçан та. Халĕ тивĕçлĕ канури хĕрарăма та "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят тивĕçмен. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Николаевич Викторов çак кун Елчĕкре хамăр ентешĕн, СССР спорт мастерĕн, кире пуканĕн спорчĕн Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕн Юрий Карпов призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен республикăри турнирне хутшăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика