25 февраля 2009 г.
Хуçалăх мĕнле ĕçлени юлашки кăтартуран тупăшлăх мĕнле пулнинчен курăнать. "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕ иртнĕ ял хуçалăх çулталăкне 4 миллион та 479 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Çав шутран 3 миллион та 6 пин тенки (67 проценчĕ) _ ỹсен-тăран отраслĕн тỹпи. Хуçалăхра кашни çул тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 480 гектар çинчен, ампар виçипе шутласан пурĕ 19241 центнер, 2007 çулхинчен 2000 центнер ытларах пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан тухакан вăтам тухăç _ 36,3 центнер. Пỹлмесене шăнăçман, ытлашши тырра сутнин тупăшлăх пайĕ 1 миллион та 600 пин тенкĕпе танлашнă. Ỹсен-тăран отрасльне тивĕçлĕ шайра тытса пырас, тыр-пул тухăçне тата та ỹстерес тĕллевпе кунта çĕнĕ сортлă культурăсене акасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе ĕçленин усси чăннипех курăнать. "Адамо" сĕлĕ кашни гектартан 60 центнер, "Ирень" тулă 41 центнер тухăç панă. Пысăк тухăç шантаракан "Ирень" тулă сортне иртнĕ çул вăрлăх туса илессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăхран туяннă пулсан, кăçал акса хăварма ăна пурĕ 150 центнер вырăнта хатĕрленĕ. Сăмах май, ỹсен-тăран отрасльне хуçалăхра нумай çул агрономра ĕçлесе пысăк опыт пухнă, хăй ĕçĕнчи чăн ăста Николай Романов ертсе пырать. Тĕп агроном çитменлĕхсене те йышăнать, иртнĕ çул тĕш тырă культурисенчен тата ытларах тухăç алла илме те май пулнине палăртать вăл . _ 155 гектар çинче çитĕннĕ пысăк репродукциллĕ "Московская-35" тулла каярах юлса çапса тĕшĕленĕ, çавна май тăкаксем те пулнă, _ тет Николай Романов тĕп агроном. Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармаççĕ. Вăрлăхсен çĕнĕ сорчĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе хуçалăхра малашне те тĕп вырăна хурса ĕçлеме палăртаççĕ. Черетлĕ акара "Московская-35" супер элита тулă, пĕр пучахра тăватă ретпе çитĕнекен "Тандем" урпа акса хăварма шутланă. Çĕр пулăхне пуянлатас тĕллевпе минераллă удобренисемпе кашни çул ытларах усă кураççĕ. 2007 çулта, тĕслĕхрен, 1 гектар тыр-пул лаптăкне 31 центнер удобренипе апатлантарнă пулсан, 2008 çулта ăна 60 центнер хывнă. Тăрăшса вăй хунин усси пурах. Пурĕ 3262 центнер, кашни гектартан 272 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. Ăна тивĕçтерекен хакпа сутнă. "Иккĕмĕш çăкăр" туса илни тупăшлă пулнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненнĕ хыççăн ăна пысăкрах лаптăкра лартса хăварма, тухăçа тата ỹстерме палăртаççĕ. Пурнăçланмалли тĕллевсем. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул çакна "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕн, "Клевер" ОООн тĕслĕхĕнчен те курма пулчĕ. Вĕсем кашни гектартан вăтам шутпа 340-330 центнер çĕр улми пухса кĕртме пултарчĕç. Шăмалаксем выльăх кăшманĕн вăрлăхне туса илессипе те çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, услам илеççĕ. Хăнăхнă ĕçе пăрахăçлама шутламаççĕ. Ака, вырма тума çынсем çитменнипе фермăра, бухгалтери аппаратĕнче тăрăшакансем хирти тĕрлĕ ĕçсене тума хутшăннă. Пĕр-пĕрне ăнланни, шанса панă участоксенче пысăк яваплăхпа тимлени йывăрлăхсене çĕнтерме май панă. Вĕсем пĕтĕм ĕçе вĕçе-вĕçĕнех пурнăçлама ĕлкĕрсе пынă. Хуçалăх ертỹçи Сергей Кошкин пархатарлă ĕçшĕн кашни çынна ятран асăнса тав турĕ. Çĕр ĕç культурисене туса илессипе тĕслĕх пулса тăракан хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çак тапхăрти кăтартăвĕсем тивĕçтермелли мар. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессипе малашне икĕ хут вăйпа, çанă тавăрса вăй хума кирлине ферма хĕрĕсем лайăх ăнланаççĕ. 2007 çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмпе сĕт туса илесси 4 процент ỹснĕ пулсан, аш-какай туса илесси 14 процент чакнă. Мăйракаллă шултра выльăхсем те талăкра 515 грамм анчах ỹт хушнă. Районăн вăтам кăтартăвĕ вара 616 грампа, малта пыракан хуçалăхсенче талăкри ỹт хушаслăх 700 грампа танлашнă. Сыснасем пĕр талăкра районĕпе 396 грамм, малта пыракан хуçалăхсенче 500 грамм ỹт хушнă пулсан, "Свобода" хуçалăхра вăл 149 грамм анчах. Сыснана 1 центнер виçене самăртса çитерес тесен ăна 2 çул тăрантарса усрамалла. Çакăнтан услам мар, тăкак анчах курăн. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 72 центнер аш-какай, 510 центнер сĕт туса илнĕ. Çав вăхăтрах кỹршĕллĕ "Яманчурино" ОООра сĕт туса илнин кăтартăвĕ 705 центнерпа, "Комбайн" ЯХПКра 856 центнерпа танлашнă. _ Хуçалăхра малашне выльăхсен хисепне ỹстерме кирли куç кĕрет. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 32 пуç условлă выльăх пулни районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах пулсан та, çакă çителĕксĕр. Малта пыракан хуçалăхсемпе танлашмалла, _ тет отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни хуçалăха 1 миллион та 209 пин тенкĕ тупăш панă. Хуçалăхăн никам умĕнче те парăм çук. Тĕрлĕ шайри тỹлевсемпе яланах вăхăтлă татăлса пыраççĕ. Кĕçех _ çур аки. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене (пурĕ 70 тонна) кỹрсе килмелли анчах юлнă. Тỹлевĕпе çĕнĕ çулчченех, йỹнĕ хакпа татăлма ĕлкĕрнĕ. Акана хутшăнакан ял хуçалăх техникине юсаса хатĕррисен ретне лартнă. Хире тухиччен вĕсен шанчăклăхне тепĕр хут тĕрĕслесси анчах юлать. Çĕнĕ йышши, энергие перекетлекен хăватлă техника туянасси çинчен шухăшламалла. Кивĕ техникăпа ĕçе тухăçлă йĕркелеме май килместех. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытлашши тăкаклани, ял хуçалăх культурисенчен малтан палăртнă чухлĕ тухăç илейменни те çак сăлтавпа çыхăннă. Производствăна ỹстермесĕр аталану та, ĕç укçине ỹстерме те май çук.