Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Транспортлă инвалидсене _ компенсаци

25 февраля 2009 г.

Раççей Федерацийĕн "Транспорт хатĕрĕсен хуçисен гражданла ответлăхне тавлашусăр тума тивĕçлĕ страхлавĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, социаллă хỹтлĕх органĕсем сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану федераци агентстви урлă транспорт хатĕрĕ илнĕ инвалидсене тавлашусăр тума тивĕçлĕ страхлавĕн килĕшĕвĕпе страхланă укçан 50 процентне компенсацилеççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшỹллĕн, тỹлевсĕр е çăмăллатнă условисемпе транспорт илнĕ инвалидсене параççĕ. Компенсацие килĕшỹре палăртнă транспортпа çỹреме ирĕк панă çын е унăн икĕ водителĕ илме пултарать. Çавна май çỹлерех асăннă çынсем социаллă хỹтлĕх пайне килсе заявлени тăратмалла. Заявленипе пĕрле çак документсем кирлĕ: транспорт хуçин гражданла ответлăхне тавлашусăр тума тивĕçлĕ страхлавĕн полисĕн копийĕ; килĕшỹре кăтартнă страхланă укçана тỹленине çирĕплетекен квитанци копийĕ; инвалида панă транспортăн паспорчĕ. 2008 çулта 18 инвалид транспорт хатĕрне страхланăшăн компенсаци илме заявлени панă. Заявленипе пĕрле тăратнă документсене пăхса тухнă хыççăн 50 процент тивĕçекен компенсацие инвалидсене пурĕ 5915 тенкĕ те 24 пус каялла тавăрса панă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану федераци агентстви урлă транспорт хатĕрĕ илнĕ инвалидсене хамăр патăмăрта кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика