Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун ыйтнине пурнăçламалла

21 февраля 2009 г.

Район территорийĕнчи тирпейлĕхпе тасалăхшăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, юридика сăпатĕнчи тата уйрăм çынсем яваплă. Малашне ял тăрăхĕсенчи территорисене тирпей-илем кĕртмелли çĕнĕ йĕркене _ санитари енĕпе çирĕплетнĕ схемăсене тĕпе хурса ĕçлемелле. Унпа килĕшỹллĕн урамсенчи санитари тасалăхĕшĕн уйрăм хуçалăхпа пурăнакан кил хуçисенчен тата должноçри çынсенчен тата çирĕпрех ыйтма пулать. Çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен районти яланхи комисси членĕсем иртнĕ кунсенче район центрĕнчи суту-илỹ çурчĕсемпе апатлану предприятийĕсенче çут çанталăка сыхлассине тата санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пурнăçлассине мĕнле пăхăнса ĕçленине тишкерчĕç. Çут çанталăк сыхлавĕн законодательствипе килĕшỹллĕн кил-çуртра тата производствăра усă курнă каяшсене вырнаçтарас тĕлĕшпе саккун ыйтнипе тивĕçтерекен лицензи пур организаципе (Елчĕкри ММПП ЖКХ) ăна турттарса тухма килĕшỹ çырмалла. В.Шепинов предприниматель ("Родник" лавкка, Совет урамĕ) ММПП ЖКХпа килĕшỹ çирĕплетмен, çавна май лавккара усă курнă тĕрлĕ ăпăр-тапăра ăçта вырнаçтарнине те пĕлме çук. "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ОООн (директорĕ А.Филиппов) производствăра усă курнă каяшсене турттарас тĕлĕшпе килĕшỹ тунине çирĕплетекен хутсем пурте алă айĕнчех. Саккунпа килĕшỹллĕн çут çанталăкпа усă курнăшăн, ăна вараланăшăн та тỹлемелле. Хуçалăх таварĕсемпе сутă тăвакан "Чувашагрокомплект" ОООн Ел-чĕкри представительствин директорĕ З.Федоров та усă курнă каяшсене вырнаçтарас енĕпе килĕшсе çирĕплетнĕ хута комисси членĕсене кăтартаймарĕ. Апла пулсан, килĕшĕве, çут çанталăкпа усă курнăшăн тỹленине ĕнентерекен квитанцисене Шупашкарти тĕп предприятирен ыйтса илмелле-и? Çулталăк каялла уçăлнă "Кристалл" (ертỹçи Г.Иванова) суту-илỹ çуртĕнче санитари йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. "Анна" суту-илỹ çурчĕ (ертỹçи В.Мешков) пирки çакна калаймăн. Мĕн тери çак пысăк çуртра та персонал валли пỹлĕм тупăнман. Çут çанталăка сыхлас йĕркене тата санитарипе эпидемиологи законодательствине пăхăнман предпринимательсен тĕлĕшĕпе саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттарасси пирки актсем çырнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика