Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулнă

21 февраля 2009 г.

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ визитпе районта çак кун Чăваш Республикин патшалăхăн ветеринарин тĕп инспекторĕн çумĕ С.Скворцов, Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Ю.Шипов пулчĕç. Ю.Шипов Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсен, Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕсен, çак ялти ваттисен çурчĕн ĕçченĕсемпе, кунта канлĕх тупнă ватăсемпе тĕл пулнă. С.Скворцов Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи ветеринари участокĕн работникĕсемпе, асăннă ял тăрăхĕн администрацийĕн активĕпе курнаçнă. Халăхпа тĕл пулнă май вĕсем Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене _ Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне ỹстерессипе çыхăннă мерăсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшăвăн 2009 çулхи тариф политики тата уйрăм категоринчи граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтересси çинчен сỹтсе явнă, ытти ыйтусене те çĕкленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика