Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн акатăн _ çав шăтать

21 февраля 2009 г.

 "Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă. Хуçалăхри отчетлă пуху ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина пĕтĕмлетнĕ. Отчетлă тапхăрта хуçалăх кассине туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене сутнинчен 3 миллион та 294 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Пĕтĕм тăкаксене шута илнĕ хыççăн таса тупăш 414 пин тенкĕпе (рентабельлĕх _ 13 процент) танлашнă. "Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ пĕтĕмпе 607 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. Çав шутран иртнĕ çул 329 гектарне тĕш тырă культурисене çитĕнтерме уйăрнă. Ĕçе юлашки кăтартусем тăрăх хаклатпăр. Пурĕ 4996 центнер, е кашни гектартан 15,2 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Çав вăхăтрах районĕпе илсен пĕтĕмĕшле вăтам тухăç 27,6 центнер пулнă. Малта пыракан хуçалăхсем ăна кашни гектартан 43,7 _ 35 центнер таран алла илме пултарнине шута илсен, "Знамя" хуçалăха тĕслĕх вырăнне хураймăн. Тĕш тырă культурисен анисем, çум курăксене хирĕç кĕрешсе им-çам сапнине пула, малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, тасарах пулнă. Вăрлăхсене те кăштах çĕнетме май килнĕ. Апла пулин те тухăç пĕчĕк. _ Çакăн пĕтĕм сăлтавĕ _ минераллă удобренисемпе усă курманнинче, _ çирĕплетет район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ О.Карсаков. Чăнах та, хуçалăх пĕр пусăм çĕре те минераллă удобренипе апатлантарайман. Çитменнине, кунта Пăла тăрăхĕнчи пек хура çĕр те мар, çеремлĕ, кĕллĕ тăпра. Çак условисенче тăпра пулăхне пуянлатас тесен, агрономсем палăртнă тăрăх, çителĕклĕ таран минераллă удобренипе апатлантармалла. Çакна шута илсе черетлĕ çур акинче ăна 30 тонна кỹрсе килме палăртнă. Акăнакан вăрлăх пахалăхĕ мĕнле? 80 тонна вăрлăх пĕтĕм лаптăка акса хăварма çитмелле. Хальлĕхе унăн 40 тонни анчах кондицие ларнă, вăл пĕрремĕш репродукцие тивĕçет. 40 тонни массăллă репродукциллĕ. Кивĕ вăрлăха акнин мĕн усси? Тухăç пĕчĕк пулĕ. 3 гектар çинчен пухса кĕртнĕ хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кашни гектартан 70 центнер тухăç панă, унран уссине те курнă. Кăçал ăна тата ытларах лаптăкра çитĕнтерме шутлаççĕ, çакна производствăпа финанс планне çирĕплетнĕ чухне те палăртса каларĕç. Паллах, тĕш-тырă, выльăх апачĕ туса илессине те ỹстермелле. Çак тĕллевпе урпан çĕнĕ вăрлăхне, выльăх апачлĕх нимĕç пăрçин вăрлăхне туянасшăн. Отчетлă тапхăрта сĕт туса илессине 5 процент ỹстернĕ. 2006 çулхипе танлаштарсан, пĕр ĕнерен 42 процент ытларах, пурĕ 3825 килограмм сĕт сунă. Çак цифрăсем районăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕкрех, апла пулин те ỹсĕм пуррине палăртма пулать. Кунта 100 гектар çĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илесси сахал: аш-какай 33 центнер, сĕт 226 центнер анчах тивĕçет. Çакă тỹрремĕнех выльăхсен хисепĕ сахал пулнипе çыхăннă. 100 гектар çĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăхсем 7 пуç анчах шутланаççĕ. Малта пыракан хуçалăхсенче вĕсен хисепĕ 50-40 пуçпа танлашать. 100 гектар çĕр пуçне пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ пырса кĕнине танлаштарас пулсан та кунта вăл 5,4 пин тенкĕ анчах. Çав вăхăтрах кỹршĕллĕ "Урожай" ОООра çак кăтарту 11,0 пин тенкĕпе, "Рассвет" ЯХПКра _ 11,7 пин тен-кĕпе, "Сатурн" ЯХПКра 13,2 пин тенкĕпе танлашать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче иртнĕ çул мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетес пулсан, сĕт туса илесси анчах тупăшлă пулнă. Ĕне ашĕ туса илни 208 пин тенкĕ, сысна ашĕ туса илни 170 пин тенкĕ тăкак кỹнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика