Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рабочи профессийĕсем ытларах кирлĕ

21 февраля 2009 г.

 Ĕçсĕр граждансем професси ăсталăхне ỹстерни, çĕнĕ квалификаци е урăх професси илни вĕсене ĕç рынокĕнче хăйсене шанчăклă туйма, тивĕçлĕ ĕç тупма май парать. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕррисене тĕрлĕ професси илме пулăшать. Граждансем ĕç çăмăллăнах тупма пулакан профессисене (каменщик, штукатур-маляр, сутуçă, электрогазосварщик, котельнăй операторĕ тата ытти те) е уйрăм ĕç пуçлама май пуррисене (çĕвĕç, парикмахер, атă-пушмак юсакан, менеджер тата ытти те) суйласа илсе вĕренме пултараççĕ. Çĕнĕ профессие вĕрентесси ĕç паракан ыйтнипе паллă ĕç вырăнĕ валли те, çавăн пекех уйрăм ĕç пуçарса яракансемшĕн те пулса пырать. Палăртсах калас килет, ĕçсĕр граждансен 70 ытла проценчĕ ĕç рынокĕ ыйтакан профес- сисене вĕренет. Паянхи кун вара ĕç рынокĕ рабочи профессийĕсем ыйтать _ водительсем, строительсем, газ хуçалăхĕнче, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессинче тăрăшакансем. Хĕрарăмсем ытларах повар-кондитер, сутуçă-кассир, парикмахер, секретарь-референт, маникюр тăвакан, çĕвĕç профессийĕсене алла илеççĕ. Вĕренỹ 2 уйăхран пуçласа 6 уйăхчен тăсăлать. Тỹрех темиçе енлĕ профессие вĕрентесси те йăлана кĕнĕ (тĕслĕхрен, каменщик _ монтажник, штукатур-маляр, плотник-столяр-станочник). Юлашки çулсенче вырăнти ĕç рынокĕнче те рабочи профессийĕсем çителĕксĕрри курăнать. Час-часах тракторист-машинист, газ оборудованине юсакан слесарь, платник, слесарь-сантехник, электрогазосварщик, токарь, механизатор, электрик профессиллĕ ĕçченсем çитмеççĕ. Çак специальноçсемпе ĕçлекенсем "Победа", "Комбайн", Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКсенче, "Эмметево" ОООра, "Прогресс" ЗАОра, ММПП ЖКХра кирли палăрать. Елчĕк районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр Чăваш Республикинчи вĕрентỹ учрежденийĕсенче çак профессисене тỹлевсĕр вĕрентессине йĕркелет. Вĕреннĕ вăхăтра пурăнмалли вырăнпа та тивĕçтереççĕ, стипенди те параççĕ. Ĕçсĕр юлнă кашни çынах хăйĕн карьерине планлама, кирлĕ профессие илме пултартăр, ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тата хăйĕн пултарулăхне тĕрĕс хаклама пĕлтĕр тесе ĕçпе тивĕçтерекен центр чăннипех те нумай вăй хурать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика