18 февраля 2009 г.
"Победа" ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки 3 çулта производствăпа финанс ĕçĕ-хĕлĕ лайăхланса анчах пычĕ. Çак кĕске вăхăт хушшинче нумай кăтартусене малта пыракан хуçалăхсенчипе танлаштарма пултарни кооперативăн малашлăхĕ çирĕп пулнине уçăмлăн çирĕплетет. Танлаштарар, 2007 çулта, 2006 çулхи 3867 центнер вырăнне 9058 центнер, пĕлтĕр 16260 центнер (1 гектартан 27 центнер) тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тивĕçлĕ шайра аталаннă. Виçĕм çулхи 4878 центнер вырăнне пурĕ 7825 центнер сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен 6631(!) килограмм, 2007 çулхинчен 682 килограмм ытларах сĕт суса илнĕ. Çапла майпа отчетлă тапхăрти ĕçлĕ ăмăрту условийĕсемпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятине кашни ĕнерен чи нумай сĕт сунă районти хуçалăх тесе палăртнă. _ Çĕр ĕç культурисен тухăçне çулран-çул ỹстерсе пынин тĕп сăлтавĕ _ тĕрлĕ культурăсен çĕнĕ сорчĕсене акасси çине тимлĕх уйăрнинче, анасене минераллă удобренисемпе апатлантарнинче, пусă çаврăнăшне тивĕçлипе йĕркелесе пыма тăрăшнинче, _ палăртать район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ О.Карсаков. Уйрăмах юлашки 2 çулта хуçалăх çĕнĕ сортлă, çав шутра элита вăрлăхсем те, чылай туяннă. Черетлĕ çур аки валли хатĕрленĕ вăрлăх та пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ. Апла пулсан, хуçалăхри çĕр ĕçченĕсен кăçал тата ытларах тухăç илес шанăç пур. Агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса чи кĕске вăхăтра акса хăварнă, тĕрлĕ чир-чĕртен, çум курăкран хỹтĕлесе им-çампа сапнă лаптăксенчи тыр-пул хỹхĕм çитĕнни ял çыннине хăйсене çирĕплетсе панă ĕç вырăнĕсенче тата яваплă пулма хистенĕ. Апла пулин те вырмара йывăрлăхсемпе тĕл пуласси малтанах палăрнă. 600 гектар çинчи лаптăкри тыр-пула пухса кĕртме пĕр комбайн епле ĕлкĕртĕр? "Уй-хир карапĕн" сезонра пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ 180 гектарпа танлашать. Çак сăлтава пула ĕççи хăвăртлăхĕ чакнă та ĕнтĕ. _ Кăçал епле пулсан та çĕнĕ комбайн туянасчĕ, урăхла май çук, _ тет Н.Головин. Кооператив членĕсем те ертỹçĕ шухăшĕпе килĕшеççĕ. Ытти йышши ял хуçалăх техники тĕлĕшĕпе чăрмав пулас çук кунта. Мĕншĕн тесен "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса хуçалăх кĕске вăхăтра машинăпа трактор паркне 40 процент çĕнетме пултарнă. _ Çакна тума вăхăтлă ĕлкĕртĕмĕр. Ун чухне харăсах выльăх апачĕ хатĕрлекен 3 агрегат, çĕр хатĕрлекен БДМ-3х4 дискатор, фермăра выльăхсене апат валеçекен агрегат, роторлă ГВР-6 кĕрепле, рулонлă пресс-подборщик, МТЗ-1025 трактор, ЖВП-6 жатка туянтăмăр. Вĕсене туянман пулсан халĕ мĕн тумаллаччĕ? _ тет А.Алексеев тĕп инженер. Акана хутшăнакан ял хуçалăх техникине юсассине малтанхи тапхăртан тытăнса хуçалăхра лайăх йĕркеленĕ, механизаторсем хальхи вăхăтра юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те кỹрсе килнĕ. Унăн ытларах пайне çĕнĕ çулччен, йĕнĕрех хакпа туянма май килнĕ. Çапла майпа тĕш тырă культурисене туса илни хуçалăха 550 пин тенкĕ таса тупăш панă. Тупăшлăх пайне тивĕçлĕ шая çити ỹстерес тесе ăна туса илессин хăй хаклăхне чакармалла, хаклăрах хакпа сутмалла. А.Измин тĕп экономист кăтартусене тишкерсе танлаштарнинчен те çакă уçăмлăн палăрать. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2007 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 2 хут, сĕт туса илесси 60 процент ытларах пулнă. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 715 грамм ỹт хушнă. Сăвакан ĕнесен хисепĕ отчетлă тапхăрта 9 процент ỹснĕ. Хуçалăхра кашни çул пахалăхлă выльăх апачĕ хывса хăвараççĕ. Черетлĕ хĕл тапхăрĕ валли утă анчах 4248 центнер, кирлинчен ытлашшипех сенаж хатĕрлесе хăварнă, 1 условнăй выльăх пуçне 44 центнер апат единици тивĕçет. Выльăхсен хисепне тата та ỹстерес тĕллевпе отчетлă тапхăрта халăхран пурĕ 60 пуç ĕне выльăх, маларах ăратлă пушмак пăрусем туяннă. Мăйракаллă шултра выльăхсене малашне тата ỹстерме кирлине кунта татăклăн палăртса хунă. Мĕншĕн тесен "Победа" хуçалăх хальхи вăхăтра хăйĕн пĕтĕм кăтартăвĕсене малта пыракан хуçалăхсемпе танлаштарать. Тĕслĕхрен, "Сатурн", "Комбайн", "Прогресс", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсенче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 54-42 пуç шутланать пулсан, вĕсен 28 пуç анчах. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе усă курса хуçалăх ĕне ферминчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе яма пултарчĕ. Халĕ кунта ĕнесене ятарлă залра сăваççĕ, вĕсене блоксенче кăкармасăр усраççĕ. Сĕт туса илессинче çĕнĕ йышши йĕркесене пăхăнса ĕçлени, хальхи вăхăтри оборудованипе усă курни, сăвакан ĕнесене тулăх рационпа тăрантарни пахалăхлă продукци туса илме май парать. Иртнĕ çул хуçалăх туса илнĕ пĕтĕм сĕтĕн 71 процентне чи пысăк пахалăхпа, унăн 1 килограмне 9 тенкĕ те 97 пуспа сутнă. Çапла май сĕт туса илнинчен 3 миллион та 208 пин тенкĕ таса тупăш (рентабельлĕх шайĕ _ 78 процент) илнĕ. Хуçалăх пĕтĕмпе ял хуçалăх çулталăкне 3 миллион та 122 пин тенкĕ (рентабельлĕх шайĕ _ 29 процент) таса тупăшпа вĕçленĕ. Отчетлă пуху ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина пĕтĕмлетрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, производствăра малта пыракансене сумлă парнесемпе чысларĕç.