Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те тăрăшса ĕçлеме пулчĕç

18 февраля 2009 г.

"Яманчурино" ООО ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме тата 2009 çул валли тĕллевсем палăртма пуçтарăнчĕç. Пухăва Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин хутшăнчĕ. Пуху ытти çулхисенчен раснарах, Чăваш Республикинче 2009 çулта иртекен Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа тата ял ĕçченне тав туса уяв концертĕнчен пуçланчĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем ял-йыша савăнăçлă юрă-кĕвĕпе саламларĕç, ĕçре çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç. Культура ĕçченĕсем çăкăр çитĕнтерекенсене чĕререн тав сăмахĕ каласа, малашне те пысăк çитĕнỹсем сунса хуçалăх ертỹçине В.Рахмуллина кăпăшка çăкăр парнелени те уява хăйне евĕрлĕх кỹчĕ (сăн ỹкерчĕкре). Обществăн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе унăн ертỹçи Владимир Рахмуллин паллаштарчĕ. 2008 çул Яманчỹрелсемшĕн маларахри çулсемпе танлаштарсан чылай ăнăçлăрах иртнĕ. Ĕç кăтартăвĕсем мĕнпур енĕпе палăрмаллах ỹснĕ. Çулталăк тăршшĕпе хуçалăх кассине пĕтĕмпе 14 миллион тенкĕ ытла пырса кĕнĕ, таса тупăш 3 миллионран иртнĕ. Ĕç тухăçлăхĕ те, ĕç укçи те иртнĕ çулсемпе танлаштарсан палăрмаллах ỹснĕ. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ăнăçлă аталаннă. 2007 çулта ĕне фермине çĕнĕ йышши молокопровод вырнаçтарни хăй çимĕçне панах: 100 гектар çĕр пуçне 705 центнер сĕт туса илнĕ, 1 ĕнерен вăтамран 6230 кг сĕт сунă (районта иккĕмĕш кăтарту). Сĕте вара пĕтĕмпе тенĕ пекех чи пысăк хакпа _ 11,5 тенкĕпе сутнă. Çулталăк тăршшĕпе мăйракаллă шултра выльăхсен, вăл шутра ĕнесен йышĕ чылай ỹснĕ.Ỹсен-тăран отраслĕ те начар мар аталаннă. Паллах, ĕç кăтартăвĕсем унта ĕçлекенсен тăрăшулăхĕсĕр пулман. Çавна май общество ертỹçи мĕнпур специалистсемпе ĕçченсене тав сăмахĕ каларĕ, малашне те çитĕнỹпе ĕçлеме сĕнчĕ. Яманчỹрелсен тăрăшулăхне район пуçлăхĕ Н.П.Миллин та палăртмасăр иртмерĕ. Юлашки çулсенче хуçалăхра тунă çитĕнỹсенче хуçалăх ертỹçин, специалистсен тỹпи пысăккине палăртрĕ, малашлăхра та çитĕнỹсемпе ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Сăмахсене çирĕплетсе "Яманчурино" ООО ертỹçине ял хуçалăхĕнчи пысăк производство кăтартăвĕсемшĕн тата обществăри активлăхшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче пĕчĕк мар задачăсем палăртнă. Яманчỹрелсем, паллах, вăл йывăрлăхсем умĕнче хуçăлса ỹкмĕç, мĕншĕн тесен вĕсен тăрăшуллă ертỹçĕ, ĕçчен халăх пур. Кăçалхи тухăç çинчен шутласа çур акине ирттерсе ямалăх çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ хатĕрленĕ, удобрени туянма килĕшỹ тунă. Малашлăхра та хуçалăх ĕçченĕсем сĕт туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрасшăн, кăçал çавăн пекех ỹсен-тăран çитĕнтерекен çĕр, вăл шутра çĕр улми лаптăкне ỹстересшĕн, май пур таран çĕнĕ техника туянма та палăртнă. Иртнĕ çул тивĕçлĕ канăва тухнисене,йăларан иртмесĕр, асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç. Хуçалăх членĕсем пухура çитес çулсем валли коллектив килĕшĕвне те çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика