18 февраля 2009 г.
Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Вырсарни кун Елчĕкре "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2009" спорт уявĕ иртнĕ. Çакăн çинчен район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый каласа пачĕ. Спорт уявне районти шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем йышлă хутшăннă. Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа шкулĕсем виçшер команда тăратма пултарнă. Анчах ял хуçалăх производство кооперативĕсем _ 5, предприятисемпе организацисем 9 команда çеç тăратнă. Ку вăл сахал. Производство кăтартăвĕсемпе малта пыракан хуçалăхсем спорт уявне те активлă хутшăнаççĕ, юхăннă хуçалăхсем сывă пурнăç йĕркине сарассипе те ĕçлемеççĕ. Ял хуçалăх пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина çур акине хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Районта йĕркеленĕ комисси техникăна юсанине тĕрĕсленĕ. Нумай хуçалăхсенче çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ пулсан, "Аранчеево", "Родник", "Арланово" хуçалăхсенче техникăна юсама пуçăнман та. "Аранчеево", Ленин ячĕллĕ производство кооперативĕсенче акмалли вăрлăх кондициллĕ мар. Районĕпе 2200 тонна минераллă удобренисем кирлĕ. Хальлĕхе унăн çуррине çеç кỹрсе килнĕ. "Клевер" ОООра çур акинче варăнтарма кашни гектар пуçне 2 центнер пăхса хăварнă пулсан, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра кашни гектар пуçне 10 килограмм, "Родникра" 50 килограмм çеç тивĕçет. Усă куракан минераллă удобренисен çур хакне патшалăх саплаштарать. Апла пулсан ку енĕпе лайăхрах ĕçлемелле. Районти хуçалăхсем çур аки валли кирлин 70 проценчĕ чухлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килнĕ. "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсенче ăна ытлашшипех хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, Аранчеево", "Арланово", "Родник" хуçалăхсен çур аки ирттерме пĕр килограмм топливо, бензин çук. Социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ хыççăн условисем лайăхланнă, халĕ чылай культура учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче пĕлтĕр çакăн валли 572 пин тата 640 пин тенкĕ уйăрнă. "Клевер" ООО Вырăскассинчи, "Нива" хуçалăх Курнавăшри культура учрежденийĕсене юсама пулăшнă. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра ĕçке-çике пула çулсем çинче аварисен хисепĕ, çемьери харкашусем, хăйсем çине алă хунă тĕслĕхсем ỹснĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те тишкернĕ.