Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура министрĕ _ пирĕн районта

14 февраля 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа Елчĕкри культурăпа кану тата Курнавăшри информаципе культура центрĕсене çĕнетес ĕç вĕçленсе пырать. Юсав ĕçĕсемпе паллашас тĕллевпе асăннă центрсенче нарăсăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова пулчĕ. Район пуçлăхĕпе Н.Миллинпа тата райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕпе А.Александровăпа тĕл пулнă май министр çĕнелнĕ культура керменĕсене çывăх вăхăтра уçас ыйтăва çĕклерĕ, çак пĕлтерĕшлĕ мероприятин сценари планне тишкерчĕ. Роза Лизакова çавăн пекех ЗАГС пайĕн тата Елчĕкри тĕп библиотекăн ĕçченĕсемпе те курнăçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика