Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусмăрласа вĕлернĕ

14 февраля 2009 г.

Çĕрле, 2009 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче, ШĔМĕн Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕн дежурство уйрăмне çакăн евĕр хыпар килнĕ _ пусмăрласа вĕлернĕ паллăсемпе Аслă Елчĕкре 1930 çулта çуралнă С.-на хăйĕн килĕнче тупнă. Инкек вырăнне пуçласа пăхса тухнă чух пысăк стажлă оперативлă ĕçченсем те тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Карчăка чунсăрла хаярлăхпа пусмăрласа вĕлерни асăннă ял çыннисене анчах мар, таврарисене те çỹçентернĕ. Районти право сыхлав ĕçченĕсемпе Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайĕн работникĕсем преступлени сăлтавне пĕлес, çын вĕлерекенсене тупса палăртас тĕллевпе оперативлă следстви ĕçĕсене пĕр талăка яхăн ирттернĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни вĕсене пĕр талăк хушшинчех пулса-иртнĕ ỹкерчĕке куç умне кăларса тăратма пулăшнă. Преступление тума пултарнă 30 çулхи М.-па 31 çулхи С.-на тытса чарнă. Хальхи вăхăтра следстви ĕçĕсем пыраççĕ. Хальлĕхе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем преступниксем хĕрарăма спирт шĕвекĕшĕн е укçа-тенкĕшĕн вĕлернĕ текен версие мала хураççĕ. Икĕ вăйлă арçынна хирĕç тăма пултарайман карчăка вĕлернĕ хыççăн преступниксем вилле мăшкăлланă, темиçе тенкĕлĕх тумтирпе йăлара усă куракан техникăна илсе тухса кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика