Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмах вăйĕ

14 февраля 2009 г.

Ырă сăмах вăйĕ Ырă сăмах вăйĕ чăннипех те пысăк. Çакна тĕпе хурса ĕçлет те районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче Л.С.Молоствова уйрăм заведующийĕпе килĕшсе уçнă "Милосердие" реабилитаци шкулĕ. Ăна тĕп библиотекăн краеведени секторĕн ертỹçи Л.З.Иванова ертсе пырать. "Чуна кĕнекепе сиплетпĕр", "Пурнăçра чи кирли _ шанăç, ĕненỹ, юрату", "Хамăра хамăр пулăшар", "Хуйхă-суйхăна та, çулсене те парăнмастпăр" темăсемпе ирттернĕ калаçусем пациентсене чăннипех те интереслентерчĕç, эпир пуçарнă ĕç пархатарлине ĕнентерчĕç", _ кăмăллăн пĕлтерет хăйĕн ĕçне чунтан кăмăллакан библиотекарь. Реабилитаци шкулĕн иртнĕ занятийĕнче Л.Иванова уйрăмра сипленекенсене периодика изданийĕсемпе , чăваш литературин çĕнĕ произведенийĕсемпе паллаштарчĕ. Яланхи пекех "Елчĕк ен" хаçатри статьясене те тишкерчĕç вĕсем. Час-часах А.Шашкова медсестра урлă пациентсем валли тĕрлĕ хаçат-журнал, кĕнеке вулама парса хăварасси те йăлана кĕнĕ кунта. Вăлах вуласа тухнă хыççăн пуçтарса илсе тавăрать. Больницăра сипленекенсем нумаях пулмасть В.Сипетĕн "Лачака" романне хĕрỹллĕн "шĕкĕлчерĕç" тĕл пулура. Кашни пурнăç çине хăйĕн куçĕпе пăхать, кашнин хăйĕн шухăшĕ... Кăçалхи 2009 çулта чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитет. Мероприятин иккĕмĕш пайне поэта халалларĕç. "Çеçпĕл Мишши _ чăваш поэзине пуçарса яракансенчен пĕри" экспресс-калаçура библиотекарь унăн пултарулăхĕ, пурнăç çулĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, пациентсене Çеçпĕл Мишшин юбилейлă çулне халалланă мероприятисене йыхравларĕ. Черетлĕ тĕл пулупа уйрăмра сипленекенсем те, медицина ĕçченĕсем те кăмăллă юлни вулавăш ĕçченĕсене тата та хавхалантарать. "Çитес тĕл пулура тулĕк çак çынсемех ан пулччăр, часрах сывалса тухчăр. Эмелпе пĕрле вĕсене пирĕн ырă сăмахсемпе сĕнỹсем те сиплеччĕр", _ теççĕ вĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика