Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне тесессĕн канăç çухалать

14 февраля 2009 г.

Анне тесессĕн канăç çухалать Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ф.Скирдова саккăрмĕшсемпе "Анне" темăпа вăйă евĕрлĕ уçă урок ирттерчĕ. Унта Кỹлпуç, Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Тăрăм, Çуткỹл, Курнавăш шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем йышлă пуçтарăнчĕç. Ачасем ушкăнсем çине пайланса ĕçлерĕç. "Анне чĕри" команда çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Мĕн кăна пулмарĕ уçă урокра: пуçа шутлаттармалли, вуланине аса илмелли, пĕрле сỹтсе явмалли, тимлĕ пулмалли, астуса юлмалли, тестсем çине хуравламалли, юрламалли тата ытти те. Вĕрентекен кашни ыйту çинех компьютерпа кирлĕ пек хуравсем парса çирĕплетрĕ, ачасен пĕлĕвне балсем лартса хаклама та манмарĕ. Уйрăмах мана аннесем çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе юмахĕсене пĕр вăхăтрах чăвашла та, вырăсла та танлаштарса çирĕплетсе пыни кăмăла кайрĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ, Канаш хулинче çуралса ỹснĕскер, чăваш чĕлхине тин алла илсе пыратăп. Анне тесе çуратакана мар, пăхса ỹстерекене калаççĕ текен ваттисен сăмахĕ çинче чарăнса тăнă чухне куçран савăнăç куççулĕ юхса анчĕ, чунра таçта шалта пытанса ларнă вăрттăн сăмахсем хускалса манăн канăçа çухатрĕç. Шăллăмпа иксĕмĕре пăхса ỹстерекен аннепе аттене _ Çĕнĕ Пăвари Маргарита Антониновнăпа Аркадий Иванович Алексеевсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Ачасем, аçăр-аннĕрсене ан манăр, вĕсене юратăр, хисеплĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика