14 февраля 2009 г.
Рентген уйрăмĕнче 12 çул ытла санитаркăра тăрăшнă çулсене пенси фончĕн ĕçченĕсем льготăллă стажа кĕртмен, çавна май хĕрарăмăн срокчен тивĕçлĕ канăва тухма çулĕсем çителĕксĕрри палăрнă. Çакăн евĕр лару-тăрăва лексен мĕн тумалла? Санитарка çухалса кайман, чăнлăх тупас тĕллевпе суда тавĕç тăратнă, çавна май тĕрĕс утăм тунă. Ĕç пенсийĕ çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн, йывăр условисенче 10 çулран кая мар ĕçленĕ, страхлав стажĕ 20 çултан кая мар пулсан, 50 çула çитнĕ хĕрарăмăн срокченех пенсие тухма ирĕк пур. 1992 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен рентген кабинечĕсенче тата лабораторийĕсенче тăрăшнă санитаркăсем льготăллă пенсипе усă курма пултарнă. Урăхла каласан, вĕсене сиенлĕ ĕç условийĕсемлĕ производствăсен, профессисемпе должноçсен списокне кĕртнĕ. Çак йышăнăва 1956 çулта СССР Министрсен Совечĕ çирĕплетнĕ пулнă. Паянхи кун ĕç йывăрлăхне тата сиенлĕ условисене пула маларах пенсие тухма ирĕк пур граждансене СССР Министрсен Кабинечĕ 1991 çулхи кăрлач уйăхĕнче йышăнса çирĕплетнĕ 2-мĕш номерлĕ Списокĕпе килĕшỹллĕн палăртаççĕ. Унта вара рентген уйрăмĕсемпе кабинечĕсенче ĕçлекен санитаркăсем пирки пĕр сăмах та асăнман, списока асăннă уйрăмсемпе кабинетсенче чирлĕ çынсене пăхакан кĕçĕн медицина сестрисене анчах кĕртнĕ. Пенси фончĕн ĕçченĕсем çак йышăнăва тĕпе хурса санитаркăн ыйтăвне тивĕçтерменни паллă. Анчах та суд санитаркăн тивĕçлĕ канăва срокчен кайма ирĕк пур тесе шутлать. Çакна Раççей Ĕç министерстви те çирĕплетет. 2003 çулхи çĕртме уйăхĕнчи çырăвĕнче вăл çапла пĕлтерет: "Енчен те штатлă расписанинче кĕçĕн медсестран должноçне пăхса хăварман, çак ĕçе вара тулли ĕç кунĕнче санитарка пурнăçлать пулсан, унăн льготăллă пенсипе усă курма ирĕк пур". Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви вара хăйĕн 1993 çулхи Çырăвĕнче льготоллă пенсие кайма ирĕк пуррине палăртакан ĕçсен списокне палатăсемпе сывату уйрăмĕн ытти пỹлĕмĕсене тата инвентаре санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен тасатакана кĕртет. Суд рентген уйрăмĕнче 12 çул ытла тăрăшнă медсестра льготăллă пенсипе усă курма пултарать тесе йышăнать. Мĕншĕн тесен вăл штатлă расписанинче пăхса хăварман кĕçĕн медсестра ĕçĕсене те пурнăçланă. Çакна свидетельсем тата сиенлĕ условисенче ĕçленĕшĕн тĕп тухтăр панă хушма отпусксен приказĕсем те çирĕплетеççĕ. Явапçă çак йышăнăва хирĕçлесе Аслă суда жалоба тăратнă, анчах та Аслă суд та санитаркăн ирĕкне хỹтĕленĕ.