Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курнавăшри шкулта профессие вĕрентеççĕ

11 февраля 2009 г.

Курнавăшри шкулта профессие вĕрентеççĕ Курнавăшри пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул _ районти чи лайăх муниципаллă вĕрентỹ учрежденийĕсенчен пĕри. Кунта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Мускаври автомобиль çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн лицей класĕсем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне, професси пĕлĕвĕ те параççĕ. Çапла майпа вăтам шкултан вĕ-ренсе тухакансен аттестатпа пĕрле алла механизатор удостоверенине, водитель свидетельствине (водитель правине 18 çул тултарсан параççĕ), повар профессине вĕренни çинчен диплом илме май пур. Ку тĕлĕшпе шкулăн патшалăх аккредитацине çирĕплетекен свидетельство та, лицензи те пур. Никĕс шкулĕнче профильлĕ вĕрентỹ меслетне 1996 çулта, çав тапхăрта шкул директорĕнче ĕçленĕ Петр Михайлович Смирнов тăрăшнипе ĕçе кĕртнĕ. Малтан палăртнă тĕп тĕллеве _ вĕренекенсене пĕтĕмĕшле пĕлỹ панипе пĕрлех ĕç рынокĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерекен професси суйласа илме пулăшассине шкулта паянхи кунчченех тĕп вырăна хурса ĕçленине тивĕçлипе хакламалăх пур. Мĕншĕн тесен халĕ шăпах çак вăхăт: ĕç рынокĕ техника енĕпе тĕрлĕ специальноç илнисене ыйтать, çавна май çамрăксен ĕçе çăмăллăнах вырнаçма майсем пур. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче те çине-çинех çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисене туянаççĕ. Анчах çак кăткăс техникăпа ĕçлеме пĕлекенсем çитмеççĕ. Шăпах районти пĕртен-пĕр шкулта _ Курнавăшра паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен, яш-кĕрĕме малашлăхри пурнăç çулне суйласа илме пулăшакан мĕнпур майсене туса панă. Мĕн чухлĕ çăмăллăх тата: маларах асăннă профессисене _ тракториста, водителе, повара тỹлевсĕр вĕренеççĕ. Аякри ялсенчен вĕренме килекен ачасене хăтлă общежитие вырнаçтараççĕ, апат çитереççĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра Курнавăша 23 ялтан вĕренме çỹреççĕ. Енчен те çак профессисене шкул тулашĕнче, ытти çĕрте алла илес пулсан ашшĕ-амăшĕн темиçе пин тенкĕ таран тăкакланма тивнĕ пулĕччĕ. Шкулăн пурлăхпа техника бази те çирĕп: 2 трактор, 2 автомашина, 2 гектар çинче автодром, тренажер пỹлĕмĕ, ятарлă вĕренỹ класĕсем. Пулас трактористсемпе водительсене нумай çул шкулта ĕçлесе пысăк опыт пухнă педагогсем _ Изосим Андреевич Ефимовпа Владимир Николаевич Курчин вĕрентеççĕ. Владимир Николаевич Светопольский тата Вячеслав Николаевич Корнилов производство мастерĕсем пулса тăрăшаççĕ. Поварсене Венера Ардалионовна Кудряшова вĕрентет. Никĕс шкулĕнче профильлĕ вĕрентỹ меслетне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырассишĕн хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухнă Сергей Николаевич Николаев директор та пысăк тỹпе хывнă. Нумаях пулмасть коллектива ертсе пыма Петр Васильевич Кузнецова çирĕплетрĕç. Çĕнĕ директор та халиччен мĕн тунипе анчах лăпланса ларма шутламасть. _ Техника базине тата аталантармалла, _ тет вăл. Петр Васильевич Кузнецов çак ыйтупа вырăнти "Нива" ял хуçалăх предприятийĕпе çыхăнса калаçса татăлни, пĕр шухăш патне пынин утăмĕсем пур. Професси пĕлĕвĕ паракан класра вĕренекенсем _ трактористсемпе водительсем, поварсем çуркунне хăйсен пĕлĕвне практикăра пулса çирĕплетеççĕ. Трактористсемпе водительсем вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче çур аки техникине юсама хутшăнаççĕ, поварсем районти обществăлла апатлану предприятийĕсенче ĕçлесе хăйсен професси ăсталăхне тĕрĕслеççĕ. Професси класĕнче вĕренни малалла аслă пĕлỹ илме те чăрмав кỹрес çук, паллах. Анчах аслă вĕренỹ заведенийĕсенче тỹлевсĕр вырăнсем кашни çул сахалланса пынă май ял ачине унта вĕренме кĕме çăмăлах та мар. Аслă шкул дипломĕ илсе те ĕçсĕр çỹренин мĕн усси? Хальхи вăхăтра çакăн пек тĕслĕхсемпе те час-часах тĕл пулатпăр. Професси суйлавне ашшĕ-амăшĕн те хутшăнмалла. Вĕсем сĕнỹ пани ачисене пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшатех. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Мускаври автомобиль çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн лицей класĕсенче хальхи вăхăтра вăтам шкултан вĕренсе тухакансене патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ăнăçлă тытма пулăшас тĕллевпе анлă консультаци ĕçĕсем пыраççĕ. Туслă коллективри педагогсем пурте пĕр çын пек, пĕр шухăшлă. Ачасем суйласа илнĕ вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕричченех учительсем вĕсемпе юнашар. Çакă Курнавăш шкулĕнче иртнĕ çулсенчех çирĕп йăлана кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика