11 февраля 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указĕ тухнă хыççăн ял çыннисем хăйсен пурнăçĕнче ырă улшăнусем пуласса кĕтеççĕ. Çак çулталăк "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пыни районти ял хуçалăх предприятийĕсене тата уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене тата тăрăшуллăрах пулма хистет. Таяпа Энтринче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма тĕрлĕ майсем шыраççĕ. Ялти нумай çамрăк çемье пĕр-пĕрин тăрăшулăхне курса хăйсен фермер (хресчен) хуçалăхне йĕркелесе пырать. Пĕр шухăшлă çынсен хисепĕ кашни çул ỹссех пырать. Халиччен ялти харсăр çамрăк çынсен шутĕнче çак пысăках та мар ялта 7 çемье тесе шутлаттăмăр. Халĕ тата тепĕр çамрăк, Шупашкарта пурăнакан Валерий Смирнов ялти ватă амăшĕн 2,68 гектар çĕр пайне хăй çине куçарттарчĕ. Унăн ĕмĕчĕсем пысăк. Ялти нумай çын çăмăллăхлă кредитпа усă курса выльăх-чĕрлĕх хисепне ỹстерсе пырать. Геннадий Тетмуков, акă, хăйĕн килти хуçалăхĕнче сăвакан 4 ĕне тытать. Утă-улăмне вара çу каçипе питĕ нумай хатĕрлеме тивет. Унăн мăшăрĕ, Лида, чăннипех правур хĕрарăм. Килти хуçалăха йĕркелесе пырассинче Тетмуковсене ачисем те нумай пулăшаççĕ. Кил хуçин груз турттаракан автомашина пур, уйрăм хушма хуçалăха йĕркелесе пынă çĕрте техникăсăр та май çук. Куллен çемьепе çакăн чухлĕ ĕç тума çăмăл мар. Хĕл каçипе 4 ĕнене умран юличчен тăрантарма, ай сарăмне тасатса тислĕкне кăларма мĕн чухлĕ вăй-хал кирлĕ. Анчах ял çынни чăтăмлă çав. Сĕте хальлĕхе вĕсем те ыттисем пекех 7 тенкĕпе анчах сутаççĕ. Апла пулин те тупăшĕ самаях, Тетмуковсем тĕреклĕ пурăнаççĕ. Алексей Орловпа унăн мăшăрĕ Вера _ пенсионерсем, вĕсем иккĕшĕ анчах пурăнаççĕ пулин те пĕр вăхăтра сăвакан 3 ĕне усрарĕç, сурăхĕсем вара халĕ те нумай. Çамрăкранах ĕçчен пулнăскерсен ватăлсан та вăй-халĕ иксĕлмест. 60 çулхи А.Орлов иртнĕ çул ял кĕтĕвне пăхса тăма та ỹркенмерĕ. Валерий Патшинпа иккĕшĕ ĕнесене кĕтỹре питĕ лайăх çỹретрĕç. Иккĕшĕ те ялти сумлă çынсем, вĕсене ял халăхĕ тав тăвать. Орловсем ялта ĕçлесе пурăнсах хăтлă кил-çурт çавăрнă, 4 ачине пăхса ỹстернĕ, вĕрентсе кăларса çын тунă. Çуртне пырса кĕрсен тĕлĕнсе каймалла, хулари пекех хăтлă кунта. Валерий Патшинпа унăн мăшăрĕ Зоя икĕ ĕне тата нумай сурăх усраççĕ. Зоя район больницинче медсестра пулса ĕçлет, килте те пĕтĕм ĕçе тума ĕлкĕрет. Зоя тата Федор Зайцевсем нумай çул суту-илỹ турĕç. Малашне вĕсем çĕр çинче ĕçлес кăмăллă. Кĕркунне Федор 26 гектар çĕре сухаласа хăварчĕ, черетлĕ çур акинче асăннă лаптăка тырă акса хăварасшăн. Тупăшлă ĕçлесе кайсан вăл хуçалăхăн пулнă пушă ларакан витине арендăна илме пултарĕ, унта сысна ĕрчетес шухăшлă. Çак ĕçре ăна пĕр касра пурăнакан А.Орлов пулăшма шантарать. Ялти çамрăк çемьесем пурте тенĕ пекех ĕне тытаççĕ, ирхине тăрса выльăхсене апатлантарасси, ĕне сăвасси _ вĕсемшĕн хăнăхнă ĕç, ирхине 8 сехет тĕлне хăйсен яланхи ĕç вырăнĕсене те çитме ĕлкĕреççĕ. Ялти ватăсем те, 60 çултан иртнĕ пулсан та, ĕне усрама пултараççĕ. Ĕне усрасан пăрушĕ пулать. Хăшĕсем пăрусене çулталăка çитиччен ỹстереççĕ те 20-25 пин тенке сутса яраççĕ. Ял çыннисемшĕн çакă та пысăк укçа, алă çавăрмалăх çитет. ...Ăс-тăн ĕçĕпе ĕçлетĕн-и, вăй-халпа-и _ кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕ. Анчах çын пĕтĕм чун-хавалĕпе тăрăшать. Ĕç çынна илем кỹрет, ĕçлекен çын ялан хисепре.