Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ята тивĕç

11 февраля 2009 г.

Ырă ята тивĕç Çирĕп шухăш-кăмăллă, малашлăха шанакан çын тенĕ пулăттăм Патреккел ялĕнче пурăнакан 72-ри Владимир Ильич Дозоров пирки сăмах пуçарсан. Хăйĕн çулĕсене кура мар вăл, çак вăхăтченех акционерсен "Прогресс" хупă обществин Патреккелти ĕне ферминче дояр пулса тăрăшать. Володя пичче килĕнче 100 çула çывхарса пыракан амăшĕпе, Наçтаç аппапа шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕрне ĕмĕрлет. _ Йывăр мар-и, ватă аннỹне пăхса пурăнма, _ тесе ыйтсан арçын: _ "Анне мана хăй пăхать", _ тесе çирĕп хурав парать. 1909 çулта çут тĕнчене килнĕ Наçтаç аппана Турă вăрăм ĕмĕр парнеленĕ. Çирĕп сывлăхлă хĕрарăма пурнăç йывăрлăхĕсем те парăнтарайман. Çак вăхăтченех вăл пахчара кăштăртатать, кил-тĕрĕшри ытти ĕçсене те хăй тĕллĕн пурнăçлама вăй çитерет. Владимир Дозоров килте те пăруламалли 4 ĕне, 5 сурăх, 11 путек усрать. Кашни кун ир-ирех фермăна васкать вăл, киле таврăнсан картишĕнчи выльăхсене юратса пăхать. Умран юличчен паха апатпа _ утăпа, выльăх кăшманĕпе тăрантарать. Хăй ĕмĕрне доярта ĕçлесе ирттерекенскер, "ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче" пулнине самантлăха та манса каймасть Володя пичче. Вăл сăвакан фермăри ĕнесем те нумай сĕт антараççĕ. Кашни çул районта иртекен малта пыракан ĕне сăвакан операторсен слетне хутшăнма тивĕçет вăл. _ Черетлĕ çулталăк _ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Апла пулсан, тата тăрăшарах ĕçлесчĕ, _ тет Владимир Ильич. Ял хуçалăхне патшалăх шайĕнчен ытларах тимлĕх уйăрма тытăннăшăн _ ырă улшăнусемшĕн чунтанах хĕпĕртет ялан хĕрỹ ĕçри çĕр тусĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика