11 февраля 2009 г.
Хисеплĕ вулакансем, çак тĕслĕх чăн пурнăçра пулнă. Çавăнпа та ăна манăн вулакан патне çитерес килчĕ. Пилĕк çулхи Виталике милици уйрăмне илсе килнĕ. Пĕчĕкскер, хăй хваттерте пĕччен миçе кун пурăннине те пĕлмест. Юрать-ха, кỹршисем ача йĕнине илтсе милицине шăнкăравланă. Ачасемпе ĕçлекен инспектор, аслă лейтенант Антонина Васильевна Петрова, Виталике хăй ĕçлекен пỹлĕме илсе кĕчĕ те, выçăскере, апатлантарма шутларĕ. Пĕр çамрăк сержанта çывăхри кафене апат илме ячĕ, хăй чей вĕретме лартрĕ. Сержант каялла хăвăрт çаврăнса çитрĕ. Пысăк турилккепе тулă пăтти илсе килчĕ. _ Тỹрех нумай çитерме юрамасть, _ тесе Антонина Васильевна пăтта пĕчĕк турилкке çине тултарса сĕтел çине лартрĕ, икĕ татăк çăкăр хучĕ. Сержант аслă лейтенант илтмелле çеç шăппăн: _ Антонина Васильевна, тин çеç çак ачан амăшне илсе килчĕç. "Урăлтаркăч" пỹлĕмне хупса хучĕç. Хăй вил ỹсĕр, намăс сăмахсемпе кăшкăрать. Вырсарни кун тухса кайнă тет килĕнчен. Паян юн кун, Виталик халиччен мĕн çисе пурăннă-ши? _ Пĕр буханка çăкăр пулнă тата чĕрĕ купăста. Çавсене çисе пурăннă, мĕскĕн. Витя, кил лар сĕтел хушшине, _ чĕнчĕ ачана хĕрарăм. Виталик сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ те кашăк тытса пăтă çиме пуçларĕ. Ик-виç кашăк çинĕ хыççăн: _ Аппа, манăн анне ăçтине пĕлместĕр-и эсир? _ тесе ыйтрĕ. _ Аннỹне тупатпăр, Витюша. Нумай та вăхăт иртмест _ тĕл пулатăр, _ лăплантарчĕ инспектор. Çак сăмахсене илтсен арçын ача турилккери пăтта икĕ пая уйăрса хучĕ. _ Виталик! Пăттуна йăлтах çисе яр. Мĕншĕн икĕ пая пайлатăн? _ ыйтрĕ Антонина Васильевна. _ Çурри анне валли пултăр. Вăл та выçă пуль, _ хуравларĕ арçын ача. Çак сăмахсене илтсен сержантăн сăнĕ улшăнчĕ. Чăтаймарĕ каччă _ пỹлĕмрен тухса кайрĕ. Ĕçĕнче темле хура-шурра, инкеке курнă хĕрарăм ачана пуçĕнчен ыталаса илчĕ, куçĕсем куççульпе тулчĕç.