11 февраля 2009 г.
Виçĕм çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр республикăри çулсем çинче аварисен шучĕ 14,7 процент чакнă пулсан, пирĕн районта вĕсем палăрмаллах ỹснĕ. Чăваш Енре 2008 çулта 1900 авари регистрациленĕ, вĕсенче 297 çын пурнăçĕ татăлнă, 2330 çын сусăрланнă. Елчĕк районĕнче вара 26 аварире 13 çын вилнĕ, 31-шĕ аманнă. Цифрăсем, паллах, чуна çỹçентереççĕ. Сăлтавĕ хамăрта: водительсемпе çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăннă, хăрушлăха туйнă пулсан аварисем пулмасса та пултарнă, 13 çын пурнăçĕ татăлман та пулĕччĕ. "Ỹкессе пĕлнĕ пулсан тỹшек сарнă пулăттăм", _ текен каларăш кунта питĕ вырăнлă. Паллах, çул çинчи инкексен тĕп пайĕшĕн водительсем айăплă. Хăвăртлăх режимне пăхăнманни, йĕркене пăсса хирĕç килекен полоса çине тухни, руль умне ỹсĕрле ларни _ инкексен тĕп сăлтавĕсем. 26 ДТП-ран 5-шĕ ют район водителĕсем хутшăннипе пулнă. Иртнĕ çул çырнă адмпротоколсен пысăк пайĕ водительсене пырса тивет. Хăвăртлăха виçерен ытла ỹстернĕшĕн 478 водителе (2007 çулхипе танлаштарсан 68,3 процент нумайрах), руль умне ỹсĕр ларнăшăн _ 134, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн 294 водителе явап тыттарнă. Çуран çỹрекенсем çул-йĕр йĕркине пăснăран вара 177 протокол шăрçаланнă (2007 çулхинчен 55,2 процент пысăкрах). Çул-йĕр йĕркине пăхăнманшăн пурĕ 2436 çын тĕлĕшĕпе административлă протокол çырнă, вĕсенчен 676800 тенкĕлĕх штраф шыраса илнĕ. Правилăсене инспектора юрас тесе мар, хамăра упрассишĕн пăхăнасчĕ те... Çапах та çывăхра ГАИ сотрудникĕ курăнмасан водительсем хăвăртлăха юранинчен ытла ỹстерме, çуран çỹрекенсем çул варрипе саркаланса пыма е кирлĕ мар вырăнта çул урлă каçма хирĕç мар. Çакă питĕ хака кайса ларма пултарни çинчен темшĕн шухăшламастпăр. Хальхи вăхăтра çулсем пăрлак пулнине шута илсе водительсемпе çуран çỹрекенсене уйрăмах тимлĕрех пулма, çул-йĕр йĕркисене пăхăнма, пурнăçа юратма ыйтас килет. Пирĕн пурнăçăмăр хамăрăн алăра пулнине самантлăх та манар мар.