Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун-чĕре уявĕ

11 февраля 2009 г.

Лаш Таяпари культурăпа кану центрĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи пултарулăх ушкăнĕсен "Хавхалану çăл куçĕ" смотр-конкурс иртрĕ. Унăн тĕллевĕсем: халăхăн йăлана кĕнĕ культурине сыхласа хăварасси, çĕнĕ талантсем тупасси. Çак кун куракансемшĕн те, артистсемшĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ. Сцена асамлă çутăсемпе çиçет. Залра пушă вырăн çукпа пĕрех. Концертăн пĕрремĕш пайĕнче хор юрлассине пĕлтерчĕç Э.Михеевăпа О.Егорова ертсе пыракансем. Хор тăван тавралăх, çĕр-аннемĕр çинчен вырăс тата чăваш юррисене шăрантарчĕ. Юрă _ халăх пурнăçĕн пĕр пайĕ. Пирĕн асатте-асаннесем ĕçре те, уявра та юрă юрланă. Вĕсен йăли-йĕркине пирĕн, культура ĕçченĕсен, упраса хăварас тесе тăрăшмалла. "Туслăх" фольклор ушкăнĕ шăрантарнă чăваш халăх юррисене куракан кăмăллăн йышăнчĕ. Чылайăшĕн куçĕсенче савăнăç куççулĕ палăрчĕ. "Сударушки" фольклор ушкăнĕ вара вырăс халăх юрри-ташшипе тухрĕ сцена çине. Илемлĕх ертỹçи Иван Шурбин пулчĕ. Концерта Çĕр ĕçченĕн тата Раççейри çамрăксен çулталăкне халалланă. Çапла ял пуласлăхĕ, малашлăхĕ _ çамрăксенче. Çамрăксем çине ытларах тимлĕх уйăрсан вĕсем те çĕршыв, халăх умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлĕç. Çамрăксен чун-чĕринче юрă-кĕвĕ хуçаланни уйрăмах савăнтарать. Яманчỹрел ялĕнчи харсăр та уçă саслă Алина Маркова куракансене юрату çинчен хывнă юрăсемпе савăнтарчĕ. Лаш Таяпари туйăмлă та илемлĕ сасăллă Сильва Самсонова чăваш юррисене юрлама юратать. Тăхăр çулхи Лилия Иванова вара уçă сассипе, сăпайлă хусканăвĕсемпе асра юлчĕ. Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи Елена Казаковăна та куракансем кăмăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Яманчỹрелĕнчи Оля Васильева пултарулăхĕ нумай енлĕ. Сцена çине вăл хăй кĕвĕленĕ юрăпа тухрĕ, юлашки вăхăтра гитара калас ăсталăха туптама тытăннă. Турă панă пултарулăх таса та илемлĕ. Ăна упрама, аталантарма пĕлмелле кăна. Унпа тĕнчене илем, ырăлăх кỹмелле. Вăрăмхăва ялĕнчи Ларисăпа Виталий Казначеевсен çемье дуэчĕ кашни смотр-концертрах куракана савăнтарать. Кăçал та çепĕç юрăпа, кулăшла сценкăпа тĕлĕнтерчĕ ял халăхне килĕшỹллĕ мăшăр. Лаш Таяпа ялĕнчи Луиза Васильева тата хĕрсен ушкăнĕ кăтартнă "Ах, мунчи, мунчи" куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕ, концерта хăйне май сăн кĕртрĕ. Концерта Шăмалак культура çурчĕн "Очаровашки" ташă ушкăнĕ илем кỹчĕ. Унăн ертỹçи Ольга Егорова интереслĕ те хăйне евĕрлĕ ташăсем кăларма пултарчĕ халăх умне. Лаш Таяпари культурăпа кану центрĕн "Илем" ташă ушкăнĕн "Инди халăх ташши" вара пурин кăмăлне те хускатрĕ. Залра ларакан ашшĕ-амăшĕ хăйсен çавăн пек пултаруллă хĕр ачасем çитĕннишĕн савăнчĕç. Юрă-кĕвĕпе туслă çыннăн кăмăлĕ ырă, чунĕ пуян. Апла пулсассăн çак асамлă илемлĕх тĕнчине çĕнĕ ятсем хушăнса пире пурнăçра татах та иксĕлми вăй-хăват пама пултарччăр. Куракансем сцена ăстисене хавхалантарса тăвăллăн алă çупрĕç. Малашне те çакăн йышши кану каçĕсем пулсах тăрасса шанса культура ĕçченĕсене ăнăçусем сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика