11 февраля 2009 г.
Районти чи ватă шкулсенчен пĕри _ Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул кăçал 130 çул тултарать. Малтанах ачасене чиркỹ çумĕнчи пĕр пỹлĕмлĕ класра вĕрентнĕ. Унта 30-40 ача çỹренĕ. Çулсем иртнĕçемĕн шкулăн класс пỹлĕмĕсем хушăнсах пынă. 1975 çулта ялта икĕ хутлă шкул туса лартнă. Унта 280 ача пĕлỹ пухнă. 1991 çул хыççăн вĕренекенсен йышĕ çулсерен чакса пынă. Шкул директорĕ А.Галкина каланă тăрăх, халĕ шкула 49 ача çỹрет. Ачасен йышĕ чакас туртăм кунта чарăнса ларнă. Юлашки çулсенче кăштах ỹсме те тытăннă иккен. Акă, çитес вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш класа 10 ача килмелле, тепринче те çавăн чухлех. Шкул çумĕнче шкул çулне çитмен ачасем валли ятарлă ушкăн уçма Тĕмерте темиçе çул каяллах пуçăнса пăхнă. Анчах вăл тĕрлĕ сăлтавсене пула пурнăçланман. Шкул директорĕ А.Галкина, ачасен ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе çак ĕçе пĕлтĕр çулла çĕнĕрен пуçăннă. Ачасем вылямалли, çывăрмалли, хывăнса салтăнмалли пỹлĕмсене юсанă. Ваннăйне, туалета çĕнĕрен тунă, кирпĕчрен тамбур купаланă. Хуçалăх пайĕн заведующийĕ П.Крылов канализаци хывас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Шкул директорĕ учительсен коллективĕ, ачасен ашшĕ-амăшĕсем _ П.Кириллов, В.Крылов, Ф.Васильев, А.Матросов, А.Воронов, В.Солин, Н.Аверкина, И.Кириллова, Т.Крылова, Г.Карсакова тата ыттисем шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне уçма хастар хутшăннине палăртать. Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пулăшăвĕсĕр шкул çумĕнчи ача садикне уçма май килмен пулĕччĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре шкул хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ те пысăк пулăшу панă. Вăл "Труд" ЯХПКна çĕр улми кăларса панăшăн пуçтарăннă. Иртнĕ эрне кун шкул çумĕнчи "Юмах" ача садикне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта шкул коллективĕсĕр пуçне ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем хутшăнчĕç. Чи малтанах шкул директорĕ А.Галкина пухăннисене шкул историйĕпе, паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ача садикне уçма пулăшнă ашшĕ-амăшĕсене, организацисен ертỹçисене тав турĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый шкулта юлашки вăхăтра ырă улшăнусем пулса иртнине, шкул çумĕнче ача сачĕ уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Район прокурорĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ Н.Муллин, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн ертỹçи Л.Кошкин, "Труд" ЯХПК ертỹçи В.Германов, шкул коллективне чĕрĕк ĕмĕр ертсе пынă А.Солин, В.Солин предприниматель, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ А.Муллин ашшĕ-амăшĕсене, шкул коллективне çак паллă кун ячĕпе саламларĕç, "Юмах" ача садикне парнесем пачĕç. Шкулти ачасен художество пултарулăх коллективĕ пухăннисене юрă-сăвăпа саламларĕ. Савăнăçлă самант _ "Юмах" ача сачĕн хĕрлĕ хăйăвне касаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле шкул çулне çитмен 20 ача ăшă та çутă, хитре пỹлĕмсене кĕрет. Паянтан вара кунта вĕсем хăйсен вăхăтне ирттерме, шкул пурнăçне майĕпен хăнăхса пыма тытăнаççĕ. Çирĕп сывлăх та ăнăçу пултăр вĕсене пурнăç тăршшĕпе.