11 февраля 2009 г.
Иртнĕ çул Раççейри нарăс уйăхĕнче пиншер çын "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупăва хутшăнчĕ. Унта Шупашкарти "Шупашкар: 500 çул" паркра тата Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç катинче 5 çултан пуçласа 70 çула çитнĕ 27332 çын тупăшрĕ. Кăçалхи сывлăх уявĕ нарăсăн 15- мĕшĕнче шăп 12 сехетре уçăлать. Уйрăмлăх пур: вăл тĕп хуламăрпа химиксен хулинче çеç мар, республикăри кашни хулапа районта та иртĕ. Çак кун пирĕн енри йĕлтĕрçĕсем "Ырсамай" культурăпа кану паркне, ипподрома пухăнĕç. 8 ушкăнпа иртĕ ăмăрту. Район администраци пайĕсенче, ял тăрăхĕсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче, организацисемпе учрежденисенче, тĕп тата вăтам шкулсенче ĕçлекенсем (2-шер арçынпа 2-шер хĕрарăм), тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсем (3-шер арçын ачапа 3-шер хĕр ача) 1 çухрăм дистанциллĕ эстафетăра хăйсен вăйĕсене тĕрĕслĕç.