Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăшлă çулталăк

11 февраля 2009 г.

 "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ кашни çул пысăк тупăш илни хуçалăх тĕрекленсе, аталанса, ỹсĕм çулĕпе пынине çирĕплетет. 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсене иртнĕ эрнере уполномоченнăйсен çулталăкри тĕп пухăвĕнче татăклăн пĕтĕм-летрĕç. Пĕлтĕр ял хуçалăх продукчĕсем сутнинчен хуçалăха пурĕ 36 миллион та 156 пин тенкĕ, 2007 çулхинчен 6 миллион та 378 пин тенкĕ, е 21 процент ытларах укçа пырса кĕнĕ. Таса тупăш 8 миллион та 844 пин тенкĕпе (2007 çулхинчен 2 миллион та 209 пин тенкĕ, е 33 процент ытларах) танлашнă. Рентабельлĕх шайĕ _ 32,4 процент, 2007 çулхинчен 3,7 процент ытларах. Ака, вырма ĕçĕсене кашни çул агротехника ыйтнипе килĕшỹллĕн чи кĕске вăхăтра пурнăçласа пыма ĕлкĕрекен "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕлтĕр кашни гектартан 44,2 центнер (пурĕ 32 пин центнера яхăн) тĕш тырă пухса кĕртме пултарнине расна палăртса каламалла. Мĕншĕн тесен хуçалăх 1994 çулта "Победа" колхозран уйрăлса тухса хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăннăранпа пуçласа çакăн чухлĕ тырă туса илнĕ. Пĕтĕм вăрттăнлăх _ çитĕнĕве çывхартассишĕн çак çулсем тăршшĕпех пикенсе вăй хума чăтăмлăх çитернинче. Хуçалăх ертỹçи, ỹсен-тăран отраслĕшĕн яваплă специалистсем хăйсен умне илнĕ çирĕп тĕллевсенчен пăрăнман. Çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртесси, минераллă удобренисемпе, ỹсен-тăрана парка çитĕнме май паракан ятарлă препаратсемпе, çум курăксемпе тĕрлĕ чир-чĕртен хăтăлма пулăшакан наркăмăшлă им-çамсемпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ çул хуçалăхра кĕрхи тритикале-житница çитĕнтернĕ, унăн тухăçĕ те пысăк пулнă. Ỹсен-тăран культурисене туса илессин хăй хаклăхне чакарас, ăна хаклăрах хакпа сутассине тĕп вырăна хума тăрăшни те куç умĕнче. Кооператив 1 центнер тырă туса илме 266 тенкĕ тăкакланă, унăн сутлăх хакĕ 487 тенкĕ пулнă. 2007 çулхипе танлаштарсан, кашни центнер тырра 113 тенкĕ хаклăрах хакпа сутма май килнĕ. Укçана шутлама пĕлекенсем пĕр пуса та çилпе вĕçтермеççĕ, пус çумне вара тенкĕ хутшăнать. Çапла майпа отчетлă тапхăрта хуçалăх кассине тырă сутнинчен анчах 3 миллион та 915 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ, таса тупăшĕ _ 1 миллион та 673 пин тенкĕ, рентабельлĕх шайĕ _ 73 процент. Çĕр улми туса илессипе те "Комбайн" хуçалăх тĕслĕх кăтартать. "Иккĕмĕш çăкăра" 35 гектар çинче туса илсе сутнинчен 1 миллион та 72 пин тенкĕ (рентабельлĕх _ 65 процент) таса тупăш илнĕ. Тĕш тырă, çĕр улми туса илнипе пĕр вăхăтрах пахча çимĕç туса илесси çине хуçалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Уй-хир отраслĕнче отчетлă тапхăрта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетес пулсан, пĕтĕмпе 9 миллион та 226 пин тенкĕ, 2007 çулхинчен 718 пин тенкĕ ытларах укçа пырса кĕнĕ. Таса тупăш _ 3 миллион та 725 пин тенкĕ, рентабельлĕх шайĕ _ 67,7 процент. Çĕр ĕçченĕсем ỹсен-тăран отраслĕнче çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Экономикăна тĕреклетес, малалла аталанас тĕллевпе вăрлăх туса илессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх йышне кĕмелле. Тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе вĕсем хальхи вăхăтра пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем ĕрчетессипе тимлеççĕ. 2008 çулхи чỹк уйăхĕнчен тытăнса "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессипе ĕçлекен ятарлă хуçалăх шутланать. Кунта ĕне выльăхсен продуктивлăхĕ пысăк, çĕнĕ технологисемпе анлăн усă кураççĕ, фермăсем паянхи пурнăç ыйтакан условисене тивĕçтереççĕ... Иртнĕ çул "Комбайн" ЯХПК 100 гектар çĕр пуçне 856 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6167 килограмм сĕт сунă. Мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра 700 грамм ытла ỹт хуштарнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен иртнĕ çул хуçалăх кассине 24 миллион та 782 пин тенкĕ, 2007 çулхинчен 4 миллион та 689 пин тенкĕ ытларах укçа пырса кĕнĕ. Таса тупăш 4 миллион та 190 пин тенкĕпе танлашать, рентабельлĕх шайĕ _ 20 процент. Çав шутран сĕт туса илнинчен пурĕ 16 миллион та 380 пин тенкĕ, 2007 çулхинчен 5 миллион та 2 пин тенкĕ ытларах, укçа пырса кĕнĕ таса тупăш 4 миллион та 630 пин тенкĕпе, рентабельлĕх шайĕ _ 39 процентпа танлашнă. Сĕт туса илни тупăшлă пулнине шута илсе юлашки çулсенче сăвакан ĕнесен хисепне ỹстернĕ. Малашне вĕсем 300 пуçран кая мар пулмалла. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине кирлĕ шайра йĕркелесе пырас тĕллевпе хуçалăхра 2006 çултанпа _ "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе фермăсенче реконструкци ĕçĕсене 8 миллион тенкĕлĕх туса ирттернĕ. Çав шутран 4 миллион тенкине çăмăллăхлă кредит шучĕпе усă курнă. 2 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши техника туяннă. Хуçалăхра ĕçлекенсен пурнăç шайĕ те пысăк. Çакна çирĕплетекенни _ вĕсен шалăвĕ. Кооперативра тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 7162 тенкĕпе танлашнă. Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсенчипе танлаштарсан та вăл чи пысăкки. Унсăр пуçне кооператив правленийĕ тăрăшуллă ĕçченсене тĕп ĕç укçи çумне хушма тỹлевсем çирĕплетесси çине те уйрăм тимлĕх уйăрать. Тĕслĕхрен, çулталăкри ĕç кăтартăвĕсем тăрăх кооператив членĕсене бригадăри, кооперативри Хисеп хăмисем çине кĕртеççĕ, "Професси тĕлĕшĕпе чи лайăххи" ятсем параççĕ. Лайăх ĕçлекенсене тĕп ĕç укçи çумне кашни уйăхра 5, 10, 15 процент хушса тỹлессине йĕркеленĕ. Çакна та çине-çинех асăрхама тивет: район администрацийĕн, çавăн пекех Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тата ытти наградăсене илме тивĕçлĕ пулнисем хушшинче "Комбайн" хуçалăхра ĕçлекенсем йышлă. Ĕç ветеранĕсене ватлăхра çăмăллăхсемпе усă курма май паракан наградăсемпе тивĕçтерессинче кооператив правленийĕ хутшăнать, çакăншăн нумай тăрăшать. 2009 çул _ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Указне тивĕçлипе пурнăçлас тесе "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем хăйсен умне пысăк тĕллевсем палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика