07 февраля 2009 г.
Хамăр ентеше, чăваш эстрадинче хăйĕн сумлă вырăнне тупнă çамрăк юрăçа Алексей Московские халăх чăннипех те кăмăллать. Вăл концертпа килнĕ кун Елчĕкри культурăпа кану центрне халăх йышлăн утрĕ. Залра пĕр пушă вырăн та çук, тăрса пăхакансем те пур. Сцена çинче хăйне илемлĕ тытма пĕлнипе, уçă куллипе тата пултарулăхĕпе илĕртет Алексей çынсене. Унпа пĕрле килнĕ артистсем _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Павлов, кулăш ăсти Григорий Вакку, Алена Алексеева юрăç, "Сувар" ташă ушкăнĕн солисчĕсем те концертра тунсăхлама памарĕç. Шỹт хыççăн шỹт, юрă хыççăн юрă чылайччен янăрарĕ культурăпа кану центрĕнче.