Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасалăхпа илемлĕх калаçтарать

07 февраля 2009 г.

Çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен районти яланхи комисси членĕсем вырăна тухса ларусем ирттерессине ырă йăлана кĕртнĕ. Хальхинче вăл Курнавăш ял тăрăхĕнче пулнă. Ялти культура çуртне çак тăрăхри шкулсемпе ача сачĕсен, хуçалăхсен ертỹçисем, уйрăм предпринимательсем пухăннă. Канашлăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин уçнă. Ларура çут çанталăка сыхлас тата санитарипе эпидемиологи законодательствин требованийĕсене пурнăçлассине лайăхлатассине, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, ытти юридици сăпачĕсем усă курнă каяшсене вырнаçтарассипе мĕнле ĕçленине тишкернĕ, ял тăрăхĕнче санитари енĕпе çирĕплетнĕ схемăна пăхса тухнă. Курнавăш ял тăрăхне 7 ял кĕрет, унта 3032 çын пурăнать. Организаципе предприятисем, уйрăм предпринимательсем _ 41. Территорири тирпей-илемшĕн должноçри çынсен те, уйрăм хушма çуртпа пурăнакансен те пĕр пекех тăрăшмалла. Çут çанталăка сыхлас йĕркене тата санитарипе эпидемиологи законодательствине пăхăнманнисене саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттарасси пирки район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ П.Тремасов тĕплĕн чарăнса тăнă. Каласа хăвармаллах пулĕ, нормативлă право акчĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнмасан ертỹçĕсене 10 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме пултараççĕ. Çут çанталăка варалакан уйрăм çынсене те штрафсем кĕтеççĕ. Çут çанталăк сыхлавĕн законодательствипе килĕшỹллĕн кил-çуртра тата производствăра усă курнă каяшсене вырнаçтарас енĕпе килĕшỹсем çырас пирки ММПП ЖКХ ертỹçи В.Нягин чарăнса тăнă. Хытă каяшсене турттарас пирки уйрăмах калаçу çивĕч пынă. Должноçри çынсене, уйрăм предпринимательсене ял çыннисем хытă каяшсене вĕсен территорийĕсене пырса тăкни хумхантарать. Çавăнпа та территорири тирпей-илемшĕн, çут çанталăка сыхлассишĕн кашни çыннăн çанă тавăрса ĕçлемеллине палăртнă. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен çурт-йĕр таврашне, предприятисемпе организацисен хăйсен территорине çỹп-çапран тасатассишĕн яваплине самантлăха та манмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика