Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртрĕç

04 февраля 2009 г.

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертỹçи-сем хутшăнчĕç. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова ертсе пычĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршыв, тĕнчери нумай çĕршыв пекех, кăткăсран та кăткăс ыйтусемпе тĕл пулать. Вĕсенчен чи çивĕччи _ тĕнчери финанс кризисĕн пирĕн çĕршыва та пырса тивекен япăх витĕмне чакарасси. Çавна май кризиса хирĕçле майсем, экономика ỹсĕмне хăвăртлатма май паракан мерăсем йышăнасси çĕршывăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Паянхи лару-тăрăва шута илсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2009 çулхи аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсен çĕнĕ варианчĕсене палăртнă, республика тата район бюджечĕсен тупăшсемпе тăкаксен пайĕсене тепĕр хут тишкернĕ. Çак ĕçе кризис вăхăтĕнче укçа-тенке перекетлес тĕллевпе пурнăçланă. Çакна тĕпе хурса депутатсем кун йĕркинчи тĕп ыйтăва пăхса тухрĕç _ районти Депутатсен пухăвĕн "Районăн 2009 çулхи бюджечĕ çинчен" Йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çавна май тăкаксен тата тупăшсен пайне 26536,7 пин тенкĕ чакарчĕç. Бюджетăн тупăшсен пайне 292159,1 пин тенкĕ, тăкаксен пайне 292382,4 пин тенкĕ пăхса хăварчĕç. Бюджет дефицичĕ 223,3 пин тенкĕпе танлашĕ. Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем Елчĕк районĕнчи налук йĕркелĕвĕн ыйтăвĕсен Положенине улшăнусем кĕртрĕç. Пухура патшалăх наградисене парассипе çыхăннă ыйтăва та пăхса тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика