28 января 2009 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикинче 2008 çулхи IV кварталта пĕр çын валли пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетнĕ. Вăл малтанхи виçĕ уйăхрипе илсен 84 тенкĕ е 2,2 процент ытларах. Ĕçлекен çыннăн _ 4295 (2 процент ỹснĕ), пенсионерăн _ 3145 (2,5 процент), ача-пăчан 3859 (2,5 процент) тенкĕпе танлашать. Кунта çакна палăртмалла: Чăваш Енре хаксене илес тĕк _ вĕсем пысăках мар. Халăха тỹлевлĕ пулăшу парасси те халичченхи виçерех, федерацин Атăлçи округĕнчи республикăсемпе облаçсенчен пĕчĕкрех. Сăмахран, ыраш çăкăрăн пĕр килограмĕ пирĕн республикăра 19,67 тенкĕ тăрать, Мари Эл Республикинче _ 20,93, Чулхула облаçĕнче 22,23 тенкĕпе танлашать. Пĕр литр сĕтĕн хакĕ Чăваш Енре 24,6 тенкĕ, Чулхула облаçĕнче 25,92 тенкĕ. Атăлçи округĕнчи ытти субъектсенче те пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе ỹснĕ. Чи пысăкки Чулхула облаçĕнче (112 тенкĕ), Мари Эл Республикинче (121 тенкĕ), Мордва Республикинче (111 тенкĕ). Çак цифрăсем Чăваш Енре хаксем пысăках маррине, халăхăн тупăш шайĕ ỹснине палăртаççĕ.